MENU
Главная » 2019 » Апрель » 22 » Черетлĕ çĕнтерÿ
10:19
Черетлĕ çĕнтерÿ

Черетлĕ çĕнтерÿ

 

«Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн ертÿçи И.В.Петрова çамрӑксене ташӑсем вĕрентекссипе пĕр вырӑнта лӑпланса лармасть, час – часах тĕрлĕ шайра иртекен конкурсенче хутшӑнма тӑрӑшать. Вӑл çулсеренех тĕрлĕрен халӑх ташшисене тата эстрада ташшисене вĕрентсе пырать. Çĕнĕрен кӑлӑпланӑ ташӑсемпе конкурсене хутшӑнса, çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илет.

Черетлĕ Раççей шайĕнче ташӑ ушкӑнĕсем хушшинче Çак кунсенче Шупашкар хулинче ирттернĕ «Полосатый слон» IV конкурсран «Вог» эстрада ташшипе IIстепенлĕ лауреат пулса таврӑнчĕç. Паллах, Раççейрен килнĕ тĕрлĕрен вӑйлӑ ушкӑнсем хушшинче чыслӑ ята тивĕçме йывӑртарах. И.Петрова тата ташлакансем тӑрӑшнипе çак çĕнтерĕве хӑйсен аллинчен ямарĕç. И.Петрова ертÿçĕне пур çĕрте те пĕлсе çитрĕç ĕнтĕ. Ăна та çакӑн пек çитĕнÿсемшĕн тӑтӑшах тав çырӑвĕсем парса хавхалантарса тӑраççĕ конкурсене хак паракансем.

Эпĕ çур ставкӑпа кӑна ĕçлетĕп тесе, пĕр вырӑнта лӑпланса лармасть хастар чĕреллĕ ертÿçĕ. Хӑйĕн пултарулӑхне çамрӑк ташӑçӑсем урлӑ кӑтартса пырать.   Вӑл тӑрӑшни чӑннипех те куç умĕнчех. Çак апрель уйӑхĕнче кӑна 3 конкурсӑн çĕнтерÿçсем пулса тӑчĕç Москакасси çамрӑкĕсем. Кӑçалхи çул И.Петрова тӑрӑшнипе районти конкурсемсĕр пуçне Республика, Раççей тата тĕрлĕ халӑхсем хушшинче ирттернĕ 5 конкурса хутшӑнма пултарчĕç маттур та пултаруллӑ хĕрсемпе каччӑсем. Кашни конкурсранах çĕнтерÿçĕ пулса таврӑнчĕç.

Пирĕн Москакасси культура Çуртĕнче пултаруллӑ та ӑста ертÿçĕ ĕсленишĕн чунтан савӑнатпӑр. Çак пултаруллӑ ушкӑна тата И.Петрована ӑшшӑн тав тӑватпӑр! Малашне те ӑнӑçусемпе кӑна ĕçлесе пыма телей сунатпӑр!

 

Просмотров: 244 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar