MENU
Главная » 2019 » Апрель » 13 » «Эчкерен çăлтăрĕсем» эстрада ушканĕ Чемей клубĕнче хăнара
11:21
«Эчкерен çăлтăрĕсем» эстрада ушканĕ Чемей клубĕнче хăнара

«Эчкерен çăлтăрĕсем» эстрада ушканĕ Чемей клубĕнче хăнара

 

Ака уйахĕн 12- мĕшĕнче Чемейри клубра хăнара Москакасси  культура çурчĕ çумĕнчи «Эчкерен çăлтăрĕсем» эстрада ушкăнĕ пулчĕ. Артистсем куракансене хайсен илемлĕ те çепĕç юррисемпе, асамлă сассисемпе савăнтарчĕç. Вĕсен концерт программинчи  чăвашла тата вырасла эстрада юррисене куракансем питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç, уйрăмах хай кĕвĕлекен Сергей Николаева, Вера Макаровăна, Радимир Семенова тата Дарья Чермаковăна тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç, вĕсен юррисене кăмăлларĕç. Галина Голубевăпа Николай Захаров лартса панă шӳтсене те куракансем савăнсах кĕтсе илчĕç. Клуб ертӳçи Сорокина Н.Н. артистсене тав сăмахĕ каланă май, вĕсен пуллтаруллăхĕ питĕ пысăк шайра пулнине асăрхатрĕ, çирĕп сывлăх, телей, творчествăлла ăнăçусем сĕнчĕ.

 

         

         

         

Просмотров: 256 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar