MENU
Главная » 2019 » Апрель » 30 » Эпир талантсемпе пуян
21:45
Эпир талантсемпе пуян

Эпир талантсемпе пуян

 

Москакасси культура Çуртĕнче, апрелĕн 30-мĕшĕнче, «Алло, эпир талантсем шыратпӑр!» ятпа çамрӑк юрӑçсем хушшинче IIфестиваль-конкурс пулса иртрĕ. Çак конкурса садик ушкӑнне çÿрекенсенсем тата Москакасси вӑтам шкулĕнче вĕренекенсем хушшинче туса ирттертĕмĕр. Конкурса ачасем хаваспах хутшӑнма килĕшрĕç. Пĕтĕмпе 4 юрӑç тата 6 ушкӑн хутшӑнчĕç конкурса.

Илемлĕ кĕвĕпе сцена çине пĕчĕк артистсем пĕрин хыççӑн тепри карталанса тухрĕç. Ертсе пыракан конкурсантсемпе куракансене паллаштарчĕ.

Малтанах «Колокольчик» ача сатне çÿрекенсен «Зайчата» тата «Крепыши» ушкӑнĕсем илемлĕ юрӑсем шӑрантарчĕç. Ертсе пыраканĕ В.С.Макарова пулчĕ. Питех те кӑмӑллӑ пулчĕ çак пĕчĕк юрӑçсене итлеме. Çав тери тӑрӑшса юрларĕç вĕсем.

Женя Рыжкова, Арсений Тимофеев, Ирина Чубарова, Екатерина Бирюкова шӑрантарнӑ юрӑсене куракансем тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç.

Программӑра тĕрлĕрен юрӑсене шӑрантарчĕç. Чӑваш, вырӑс тата Аслӑ Çĕнтерÿ кунне халалланӑ юрӑсене итлесе хавхаланса ларчĕç залра ларакан ашшĕ-амӑшĕ тата куракансем.

Юрӑсене хак паракансем çаксем пулчĕç: Р.Семенов - аслӑ тÿре, ӑна пулӑшаканĕсем В.Макарова тата Г.Голубева. Хак панӑ хушӑра залра ларакан ачасемпе тата ашшĕ-амӑшĕпе тĕрлĕрен интереслĕ конкурсем туса ирттерчĕç культура ĕçченĕсем. Çак вӑйӑсене пурте хаваслансах хутшӑнчĕç.

Пĕтĕмлетÿ тунӑ хыççӑн çакӑ паллӑ пулчĕ:

«Крепышы» - Iстепенлĕ лауреат;

«Зайчата» - IIстепенлĕ лауреат;

Женя Рыжкова - Iстепенлĕ лауреат;

Арсений Тимофеев - Iстепенлĕ лауреат;

IIстепенлĕ лауреат – Ирина Чубарова»;

Екатерина Бирюкова - IIIстепенлĕ лауреат

Çавӑн пекех икшерĕн тата ушкӑнпа юрлакансем те çĕнтерÿçĕ ятне илме тивĕçлĕ пулчĕç. Дипломсемпе пĕрле культура Çурчĕ ячĕпе пурне те парнесем парса чыс турĕç культрура ĕçченĕсем. Конкурса хутшӑнакансем çакӑн пек парне парса чысланишĕн чунтанах савӑнчĕç. Килес çул татах хутшӑнма кӑмӑл турĕç.

Конкурса йĕркелеме пулӑшаканĕсем Анатолий тата Вера Макаровсем пулчĕç. Ачасене тĕрĕс юрлама вĕрентсе, сцена çине кӑларма сахал мар репетицисем туса ирттерчĕç. Вĕсем те тав çырӑвĕсене тивĕçрĕç.

Москакасси ял тӑрӑхĕнче талантсем çултан çул йышланса пыни куç кĕретех. Малашне талантлӑ ачасем татах нумайланасса шансах тӑратпӑр.

Ачасем хушшинче çакӑн пек конкурс йĕркелесе панишĕн ашшĕ-амӑшĕ тав сӑмахĕсем каларĕç. Уяв каçĕнчен   тулли кӑмӑлпа килелле саланчĕç.

 

Просмотров: 231 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar