MENU
Главная » 2019 » Апрель » 22 » «Ирхи çăлтăр» Атăлял клубĕнче çутатрĕ!
08:05
«Ирхи çăлтăр» Атăлял клубĕнче çутатрĕ!

«Ирхи çăлтăр» Атăлял клубĕнче çутатрĕ!

 

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Яраккасси клубĕ çумĕнчи «Ирхи çăлтăр» пултарулăх ушкăнĕ Шупашкар районне кĕрекен Атăлял клубĕнче хĕйĕн илемлĕ те чаплă концертне кăтартрĕ. Кунта пурăнакан çынсем пирĕн ушкăна тахçанах кĕтнине палăртрĕç. Вĕсем тăвăллăн алă çупрĕç, пирĕнпе пĕрле юрларĕç, савăнчĕç, кулчĕç.

«Сирĕн концерт питĕ вăйлă,» – тесе мухтарĕç пире куракансем. – «Эсир пĕр вăтанмасăр ытти ялсем тăрăх çӳреме пултаратăр. Эсир чăн-чăн артистсенчен пĕртте кая мар!» – терĕç. Вĕсем«Разнесуха» вырăс халăх ташшине, Ольга Волкова юрланă «Валенки» юрра, Юлия Иванова юрланă «Трактористка» юрра уйрăмах ăшшăн кĕтсе илчĕç. Ытти номерсене те пĕтĕм чун-чĕререн килĕштерчĕç.

Кĕтмен çĕртен çутă сӳнсе ларни те концерта пăсмарĕ, эпир куракансемпе пĕрле тĕттĕмрех а-капелла юрăсем шăрантартăмăр. Ҫакă пурне те кăмăла кайрĕ.

Ҫитес эрнере пирĕн ушкăн пирки хăйсен ялĕн хаçатĕнче статья кăларасса шантарчĕç.

 

         

        

    

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Просмотров: 268 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar