MENU
Главная » 2019 » Апрель » 7 » «Янӑра хуткупӑс-янӑра такмак!»
14:00
«Янӑра хуткупӑс-янӑра такмак!»

«Янӑра хуткупӑс-янӑра такмак!»

          Выля хуткупӑс, выля янравлӑн,

          Йĕри - тавра ян - янратса!

          Сан сассупа ял-йыш хаваслӑн,

          Ташлатӑр чунтан савӑнса!

Москакасси культура Çуртĕнче кӑçалхи çул, ака уйӑхĕн 6-мĕшĕнче, «Янӑра хуткупӑс-янӑра такмак!» районсенчи хуткупӑсçӑсем хушшинче II-мĕш фестиваль-конкрса савӑнӑçлӑ лару-тӑрура туса ирттерчĕç. Çак конкурса йĕркелекенĕ Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи, Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Г.Голубева.

Конкурса хутшӑнма Республикӑри 3 районти хуткупӑсçӑсем хутшӑнма кӑмӑл турĕç кӑçалхи çул: 15 хуткупӑсçӑ, 1 балалайкӑпа вылякан ӑстаçӑ, 4 ушкӑн тата 5 такмакçӑ. Çак фестиваль-конукрс чӑннипех те пысӑк шайра иртрĕ. Муркаш, Етĕрне, Сĕнтĕрвӑрри районĕсенчен пуçтарннӑ чи ӑста хуткупӑсçӑсем Москакасси тӑрӑхĕнче пурӑнакансене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерсе хӑварчĕç асамлӑ каçра. Мĕн тери илемлĕ кĕвĕсем, юрӑсемпе такмаксем шӑрантарчĕç килнĕ хӑнасем. Залра «Маттур!» кӑшкӑрса тӑвӑллӑн алӑ çупни хӑлхаран каймарĕ. Пурин кӑмӑлне те тивĕçтерме пултарчĕç пултаруллӑ ӑстасем.

Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне хак пама чи сумлӑ тÿресем пулчĕç. Чи аслӑ тÿре Москакассинчи «Колокольчик» ача сатĕнче ачасене музыкӑна вĕрентекен В.С.Макарова, ӑна пулӑшса пыраканĕсем Муркаш районĕнчи «Централизациленĕ клуб системи» аслӑ режиссерĕ, Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ С.А.Каликов тата Юнкӑри культура Çурчĕн ертÿçи Л.М.Кудряшова пулчĕç. Питех те йывӑр килчĕ вĕсене çакӑн чухлĕ конкурсантсем хушшинче пĕтĕмлетÿ тума, мĕншĕн тесен вĕсем пĕринчен тепри маттуртарах вылярĕç, юрларĕç, такмакларĕç, залра ларакансене ташлаттарчĕç. Çапах та маттуррисенчен маттуррисене суйласа тивĕçлĕ хак пачĕç тÿресем.

Конкурса хутшӑнакансене чӑн малтанах С.Каликов Муркаш районĕн культура пайĕ ячĕпе çак конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунӑшӑн, пурне те ӑшшӑн тав сӑмахĕ каларĕ. Çакӑн пек конкурс çулсерен вӑйланса, аталанса пытӑр терĕ. Аякран килнĕ хӑнасене малашне те конкурса хутшӑнса çĕнтерÿçĕ ятне илме  ӑнӑçу сунчĕ. Çавӑн пекех В.Макарова, Л.Кудряшова та пурне те уява хутшӑннӑшӑн чунтан тав турĕç, конкурса йĕркелекенсене тав сӑмахĕсем каласа хӑварчĕç. Малалла конкурсантсемшĕн чи хумхануллӑ самат пулчĕ. Тÿресем çĕнтерÿçĕсене тав çырӑвĕсемпе парнесем парса чыс турĕç.

Акӑ вĕсем:

Ятарлӑ пĕлÿ илнĕ «Чи ӑста хуткупӑсçӑ»

I степенлĕ лауреат – Муркаш районĕнчи Мӑн Сĕнтĕрти культура Çурчĕ- Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Родион Петров;

Хӑй тĕллĕн вĕреннĕ «Чи ӑста хуткупӑсçӑ»

I степенлĕ лауреат – Муркаш районĕнчи Çурлатӑри клубĕ - Евгений Тодинов – чи çамрӑк хуткупӑсçӑ;

I степенлĕ лауреат – Сĕнтĕрвӑрри районĕнчи Кугеевӑри культура Çурчĕ- Федор Антонов;

«Чи ӑста балалайка ӑсти»

I степенлĕ лауреат – Муркаш районĕнчи Мӑн Сĕнтĕрти культура Çурчĕ- Виталий Егоров;

«Чи ӑста ушкӑн»

I степенлĕ дипломант – Муркаш районĕнчи Сӑпайри культура Çурчĕ – «Акуча» (арçынсен ушкӑнĕ);

 «Чи ӑста такмакçӑ»

I степенлĕ дипломант – Муркаш районĕнчи Москакасси культура Çурчĕ-Павел Михайлов.

II тата III степенлĕ лауреатсем тата дипломантсем те çав тери пысӑк ӑстасем пулчĕç уяв каçĕнче. Кашни ӑста дипломсемпе асӑнмалӑх парнесене тивĕçрĕç фестиваль-конкурсра.

Юлашкинчен ертсе пыракан çапла каласа хӑварчĕ: - «Хаклӑ куракансем!  Уяв вĕçленсе пырать пулин те пирĕн хӑлхаран хуткупӑсӑн янӑравлӑ сасси каймасть-ха, апла пулсан пирĕн таврара талантлӑ çынсем çухалмаççех тесе шутлатпӑр. Хуткупӑс сасси пурӑнать, пирĕн пурнӑçа илемлетет. Шӑнкӑртатса тӑракан шыв юххи пек тапса тӑтӑр хуткупӑс сасси.  Тавах сире пурне те паянхи каç пире савӑнӑç кÿнĕ пултаруллӑ хуткупӑсçӑсем, ушкӑнсем. Эпир сирĕн пултарулӑха пӑхса, киленсе, кӑмӑлсене уçрӑмӑр. Алӑра сирĕн яланах хуткупӑс сасси янӑратӑр.   Эсир пире тепĕр фестиваль - конкурсчен  савӑнӑç, вӑй-хал парнелерĕр. «Янӑра хуткупӑс - янӑра такмак!» районсем хушшинче иртекен II фестиваль - конкурс вĕçленчĕ. Ырӑ çул сире, тепĕр çул тĕл пуличчен хаклӑ хӑнасем тата куракансем!!!»

 

      

      

      

       

        

        

        

        

        

        

        

        

        

        

        

        

        

        

        

        

        

        

        

        

        

    

Просмотров: 299 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar