MENU
Главная » 2019 » Апрель » 24 » Юнкăри культура ҫуртĕнче «Пĕчĕк Нарспи» конкурс иртрĕ
14:40
Юнкăри культура ҫуртĕнче «Пĕчĕк Нарспи» конкурс иртрĕ

Юнкăри культура ҫуртĕнче «Пĕчĕк Нарспи» конкурс иртрĕ

 

Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,

Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.

Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Янăрать сăпайлăн, уҫҫăн, чăвашла.

Тĕнче аслă, сарлака, пуян. Мĕн тĕрлĕ чĕлхе ҫук пулĕ Ģĕр чăмăрĕ çинче! Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе - чăваш чĕлхи шутланать.

Тăван чĕлхере – Тăван çĕршывăн сенкер пĕлĕчĕ, уҫă сывлăшĕ, аслати-ҫиҫĕмĕ, уйĕ-хирĕ, улăхĕ-ҫаранĕ, тăвĕ-сăрчĕ, унăн ытарми юманлăхĕпе шĕшкĕлĕхĕ…

Ģак илем пĕтĕмпех чăваш халăх сăмахлăхĕнче, сăввинче, юмах-халапĕнче тата юрри–ташшинче упранать.

Ģитес кунсенче, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче,  эпир Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр.

Ģак куна халалласа Юнкăри культура ҫуртĕнче «Пĕчĕк Нарспи» конкурс иртрĕ. Конкурсра хутшăнакансем Юнкă шкулĕнче кĕçĕн классенче вĕренекен херачасем пулчĕҫ. Пĕчĕк пикесем тĕрлĕ конкурссенче хăйсен пултаруллăхне кăтартрĕç. Вĕсене курма шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕсем пуçтарăнчĕç.

Конкурссем хушшинче чăваш юррисем янăрарĕç, 5-мĕш тата 7-мĕш класра вĕренекенсем чăваш ташшипе савăнтарчĕç. Культура ҫурчĕн ертÿçи Л. Кудряшова куракансем хушшинче «Эпир чăваш йăхĕнчен» викторина ирттерчĕ. Уяв чанах та илемлĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхи учителĕ И.Г.Михалкина ачасене тăван чĕлхене юратма, чăвашла калаçма, чăвашлăха упрама вĕрентсе каларĕ.

 Сумлă жюри конкурсанткăсен пултаруллăхне тĕрлĕ номинацисемпе хакларĕ.

 «Сăпайлă Нарспи» номинацийе  2–мĕш класра вĕренекен Ирина Макарова çĕнсе илчĕ, «Хастар Нарспи» - 3–мĕш класра вĕренекен Ольга Илугина, «Илемлĕ Нарспи» - 1–мĕш класра вĕренекен Дана Илугина, «Пултаруллă Нарспи» - 4–мĕш класра вĕренекен Оксана Ильина пулчĕ. Пикесене пурне те парнесем парса чысларĕç.

«Илемлĕ Нарспи» номинацийе çĕнсе илнĕ 1–мĕш класра вĕренекен Дана Илугина çитес кунсенче Муркашра иртекен «Пĕчĕк Нарспи» конкурса хутшăнма кăмăл турĕ.

Чăвашсемĕр! Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.

Чĕлхе пулсан - пĕтместпĕр ĕмĕрне!

 

      

      

      

      

      

      

         

Просмотров: 294 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar