MENU
Главная » 2019 » Апрель » 20 » Юратсан-юрлас килет конкурсран çĕнтерÿпе
09:00
Юратсан-юрлас килет конкурсран çĕнтерÿпе

Юратсан-юрлас килет конкурсран çĕнтерÿпе

 

Апрелĕн 19-мĕшĕнче Муркашри культура Çуртĕнче «Юратсан, юрлас килет!»  районти V фестиваль - конкурс пулса иртрĕ. Çак конкурса Муркаш районĕнчи юрӑçсем хутшӑнчĕç, çав хушӑра Москакасси культура Çуртĕнчи юрӑçсем те.

Пĕтĕмпе 43 юрӑпа юрӑçсем тата ушкӑнсем хутшӑнчĕç конкурса. Питех те хĕрÿ иртрĕ çак конкурс. Пĕри тепринчен илемлĕ те тĕрĕс шӑрантарчĕç юрӑсене. Пӑхма питех те кӑмӑллӑ пулчĕ çак артистсене. Чылая тӑсӑлчĕ юрӑçсен хĕрÿ конкурсĕ. Конкурс вĕçленсен, тÿресем пĕтĕмлетÿ тума тепĕр кабинета тухрĕç. Вĕсем пĕтĕмлетÿ тунӑ хушӑра Муркаш районĕнчи ӑста юрӑçсем концерта малалла тӑсрĕç.

Конкурсантсене Муркаш районĕн культура, архив тата туризм пайĕн ертÿçи Л.А.Рыжкова конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунӑшӑн тата куракансен чунĕсене уçма пултарнӑшӑн чунтан саламларĕ, малашне те çакӑн пек конкурсенче хастарлӑх кӑтартма ӑнӑçу сунчĕ. 

Пĕтĕмлетÿ тунӑ хыççӑн тĕрлĕ номинацисем хушшинче çакӑ паллӑ пулчĕ:

«СОЛО»

Арçынсем хушшинче ятарлӑ пĕлÿ илнĕ - чӑваш юррипе

I степенлĕ дипломант – С.Николаев

Хĕрарӑмсем хушшинче ятарлӑ пĕлÿ илнĕ - чӑваш юррипе

III степенлĕ дипломант – Г.Голубева

Вера Макаровапа Дарья Чермакова куракансемшĕн чи ӑста юрӑçсем пулчĕç. «Над тихой рекою» Д.Чермакова юрласа пĕтерсен, куракансем чылай вӑхӑт хушши тӑвӑллӑн алӑ çупса «Маттур!» тесе кӑшкӑрса татах сцена çине йыхравларĕç. Амӑшĕпе хĕрĕ «Россия» юрра шӑрантанӑ хыççӑн та чылай вӑхӑт хушши алӑ çупса саламларĕç маттур юрӑçсене. Вĕсене «Чи ӑста юрӑçсем» пулнине палӑртса дипломсем парса хавхалантарчĕç.

Эпир те, культура Çуртĕнче вӑй хуракансем, хамӑрӑн çĕнтерÿçĕсене чун-чĕререн тав тӑватпӑр! Вĕсене малашне те пысӑк çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунатпӑр!

Просмотров: 282 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar