MENU
Главная » 2019 » Апрель » 10 » Катькасри Культура çурчĕ çумĕнчи "Çăлкуç" ушкăн Чемей клубĕнче
08:05
Катькасри Культура çурчĕ çумĕнчи "Çăлкуç" ушкăн Чемей клубĕнче

"Çăлкуç" ушкăн Чемей клубĕнче

 

Иртнĕ шăматкун, ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Катькасри Культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» пултарулăх ушкăн Чемей клубĕнче концертпа пулчĕ. Концерт программи вăйă картинчен пуçланчĕ. Унтан илемлĕ юрăсем, ташăсем, шÿтсем, сăвăсем пулчĕç. Клуба пухăннă çынсем уйрăмах Шадрин Сергей шăрантарнă «Çуркунне», «Хочу я рядом быть», Любовь Сергеевăн «Чечексем», Валентина Грачĕвăн «Вĕçен кайăк», Ирина Осиповăн «Куккук» юррисене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Çамрăксем парнеленĕ «Иçĕм çырли», «Курас килет» юрăсем те вĕсен кăмăлне кайрĕç. Хĕрсен ушкăнĕ ташланă чăваш тата вырăс, çамрăксен ташшисем вĕсене те ташлама хистерĕç. Концерт программине Анжелика Угарова кăмăла каймалла ертсе пычĕ.

Куракансем артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Концерт пурне те килĕшрĕ.

 

Просмотров: 245 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar