MENU
Главная » 2019 » Апрель » 27 » Литературӑпа кӗвӗ уявӗ «Янăра чăваш сăмахӗ
12:00
Литературӑпа кӗвӗ уявӗ «Янăра чăваш сăмахӗ

 

Ака уйахӗн 25-мӗшӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. 

Ҫак уява тата аслă вӗрентекенӗмӗрӗн Иван Яковлевич Яковлевăн ҫуралнă кунне халалласа ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Турайри культура ҫуртӗнче  литературӑпа кӗвӗ уявӗ «Янăра чăваш сăмахӗ» иртрӗ. Çак уяв тĕллевĕ - халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.     

Чи малтанах уяв ертӳçисем И.Я. Яковлев ҫинчен каласа пачӗҫ. Вӑл тӑван халӑха ҫутта кӑлармалли тытӑма йеркелесе чӑваш шкулӗсенче ӗҫлеме тӗрлӗ енлӗ те ҫирӗп пӗлӳллӗ пин ытла вӗрентекен хатӗрленӗ, ҫӗнӗ литература чӗлхине тата профессиллӗ наци искусствин – музыка, театр, ӳнер искусствисен - пуҫламӑшне никӗсленӗ.

Малалла сцена ҫине чăваш çипуçĕсем тăхăннă Турай шкулӗнче кӗҫӗн класра вӗренекен ачасем тухса илемлӗ чăваш юрри – ташшисене тата сăввисене парнелерӗҫ.  Шкул ҫулне ҫитмен хӗр ачасен ушкăнӗ куракансене «Асамат кӗперӗ» юрă парнелерӗ.  Ĕлĕкрех ватă асаттесемпе асаннесем тăхăннă çипуçа тăхăнса 2 тата 4 класс ачисем чăваш йăлийĕсене выляса пачĕç, вӗсем сурхури уявне кăтартрĕç. Ачасем хăйсен ролĕсене питĕ тăрăшса вылярĕç. Ҫавăн пекех куракансен кăмăлне  2-мӗш класра  вӗренекен Анжела Викторова «Анне» юрăпа, 3-мӗш класра вӗренекенсем Ульяна федорова  «Асаннепе кукамай» юрăпа  тата Аня Андреева «Сар хӗвел» юрăпа тивӗҫтерчӗҫ.  

Турайри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Турай Ен» художествăлла пултаруллăх ушкăнне ҫурекенсем куракансене Чăваш  чӗлхи кунӗ ячӗпе саламласа чăваш юрррисене юрласа савăнтарчӗҫ.

 Чăваш кĕнекисене халăх хушшинче сарас тĕллевпе Турай библиотека ĕҫченĕсем «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» кĕнеке выставки хатĕрлесе уява килекенсемпе тишкерӳ ирттерчĕҫ, чăвашла пичетленсе тухнă ҫӗнӗ кӗнекесемпе, хаҫат-журналсемпе  паллаштарчӗҫ.

Мероприятие вĕçленĕ май ертÿçĕсем уява пухăннисене пурне те чăваш кĕнекисене вуласа, чăваш юрри-сăввисене янратса тăван  чĕлхене аталантарма сĕнчĕç.

 

      

      

      

      

       

       

      

Просмотров: 270 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar