MENU
Главная » 2019 » Апрель » 26 » Москакассинчи «Хаваслӑ Пĕчĕк Нарспи»
10:32
Москакассинчи «Хаваслӑ Пĕчĕк Нарспи»

Москакассинчи «Хаваслӑ Пĕчĕк Нарспи»

 

Юлашки вӑхӑтра чӑвашлӑха упраса хӑварассишĕн Муркаш районĕнче питĕ хытӑ тӑрӑшаççĕ. Чӑваш чĕлхи кунне халалласа апрелĕн 25-мĕшĕнче Муркашри культура Çуртĕнче «Пĕчĕк Нарспи» фестиваль - конкурс туса ирттерчĕç. Çак конкурса ача сатне çÿрекенсенчен пуçласа 10 çула çитнĕ хĕрачасем хушшинче туса ирттерчĕç. Конкурса районти 28 "Пĕчĕк Нарспи» хутшӑнчĕ.

Москакасси ял тӑрӑхĕнчен Москакасси вӑтам шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекен Полина Мостова пулчĕ (класс ертÿçи С.Ф. Желтова). Конкурса тĕплĕн хатĕрленчĕç вĕсем. Полинӑна пулӑшакансем, пĕрле вĕренекен хĕрачасем пулчĕç.

Конкурсӑн тĕп тĕллевĕ: хĕрачасен чӑвашла таса та тирпейлĕ калаçасси, чӑвашла сӑвӑпа тата ташӑ-юрӑпа тĕлĕнтермелле пулчĕ тÿресене тата курма килнисене. Чӑннипе каласан, Пĕчĕк Нарсписем çав тери маттурсем пулчĕç, пурте хӑйсен пултарулӑхĕпе тĕлĕнтерме пултарчĕç. Мĕнле кӑна сӑвӑ-юрӑ, ташӑ курса савӑнмарӑмӑр пулĕ чипер те илемлĕ чӑваш кĕписем тӑхӑннӑ Нарсписем çине пӑхса. Пĕчĕккĕ пулин те хӑйсене артиссем пек тытма тӑрӑшрĕç вĕсем. Чылая тӑсӑлчĕ конкурс. Тÿресем хак пама кайсан, уява малалла Муркаш районĕн артистчĕсем чӑвашла та вырӑсла юррисемпе тӑсрĕç.

Птĕмлетÿ тунӑ хыççӑн сцена çине Муркаш район администрацийĕн культура, архив тата туризм пайĕн ертÿçи Л.Рыжкова, Муркаш районĕнчи Наци конгресĕн ертÿçи Н.Николаева улӑхрĕç. Вĕсем Пĕчĕк Нарсписене конкурсра пысӑк пултарулӑх кӑтартнӑшӑн тав сӑмахĕсем каларĕç, малашне те   пысӑк активлӑх кӑтартма ӑнӑçу сунчĕç. Кашни конкурсанта тĕрлĕ номинацисемпе дипломсем тата парнесем парса чыс турĕç. Чи пултаруллӑ «Пĕчĕк Нарспи-2019» ятне Орининти «Золушка» ача сатне çÿрекен Дарья Васильева пулчĕ.

Пирĕн Полина вара, «Хаваслӑ Пĕчĕк Нарспи» номинаципе, çĕнтерÿçĕ пулса тӑчĕ. Эпир, культура ĕсченĕсем, Полинӑна конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунӑшӑн чунтан тав тӑватпӑр! Ăна вĕренÿре, конкурсенче яланах пысӑк çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунатпӑр!

Çавӑн пекех Москакасси вӑтам шкулĕнче вӑй хуракансем пирĕнпе яланах туслӑ çыхӑну тытса пынишĕн чун-чĕререн тухакан ӑшӑ сӑмахсем калатпӑр. Малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлесе пыма телей сунатпӑр! Тавтапуç сире, хисеплĕ учительсем!

Просмотров: 265 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar