MENU
Главная » 2019 » Апрель » 27 » Нискасси ялĕнче пуранакан йĕкĕреш Викторипе Валерия Волковсем «Чӑвашлӑха юратакан пӗчӗк Нарспи» номинацире çĕнтерÿçĕсем пулса тӑчĕҫ
20:35
Нискасси ялĕнче пуранакан йĕкĕреш Викторипе Валерия Волковсем «Чӑвашлӑха юратакан пӗчӗк Нарспи» номинацире çĕнтерÿçĕсем пулса тӑчĕҫ

Нискасси ялĕнче пуранакан йĕкĕреш Викторипе Валерия Волковсем «Чӑвашлӑха юратакан пӗчӗк Нарспи» номинацире çĕнтерÿçĕсем пулса тӑчĕҫ

 

 Муркаш районĕнчи культура ĕҫченĕсем чӑвашлӑха упраса хӑварассишĕн питĕ хытӑ тӑрӑшаççĕ. Чӑваш чĕлхи кунне халалласа апрелĕн 25-мĕшĕнче Муркашр культура çуртĕнче «Пĕчĕк Нарспи» фестиваль - конкурс пулса иртрĕ. Çак конкурса 6 -10 çула çитнĕ хĕрачасем хушшинче туса ирттерчĕç. Конкурса районти 28 "Пĕчĕк Нарспи» хутшӑнчĕ.

Нискасси ялĕнчи Волковсен ҫемьинчен Виктория тата Валерия ҫак конкурса хутшăнчĕҫ. Çак ăмăртăва вĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хăйсемпе илемлĕ паллаштарма пултарчĕҫ.  Пĕчĕк пулин те, хӑйсене артистсем пекех тытма тӑрӑшрĕç. Конкурсӑн тĕп тĕллевĕ: хĕрачасен чӑвашла таса та тирпейлĕ калаçасси, сӑвӑпа тата ташӑ-юрӑпа тĕлĕнтересси.

Пĕтĕмлетÿ тунӑ хыççӑн сцена çине Муркаш район администрацийĕн культура, архив тата туризм пайĕн ертÿçи Л.Рыжкова, Муркаш районĕнчи Наци конгресĕн ертÿçи Н.Николаева сăмах илчĕç. Вĕсем Пĕчĕк Нарсписене конкурсра хăйсен  пултарулӑхне кӑтартнӑшӑн тав сӑмахĕсем каларĕç, малашне те   пысӑк активлӑх кӑтартма ӑнӑçу сунчĕç. Кашни конкурсанта тĕрлĕ номинацисемпе парнесемпе дипломсем парса чыс турĕç.

Пирĕн Викторипе Валерия Волкăвсем  «Чӑвашлӑха юратаканПĕчĕк Нарспи» номинацире çĕнтерÿçĕсем пулса тӑчĕҫ. Эпир, культура ĕсченĕсем, Викторипе Валерия конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунӑшӑн  тав тӑватпӑр! Вĕсене вĕренÿре, конкурсенче яланах пысӑк çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунатпӑр!

Просмотров: 257 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar