MENU
Главная » 2019 » Апрель » 2 » Орининсен юрату çунать чĕрере
11:00
Орининсен юрату çунать чĕрере

Орининсен юрату çунать чĕрере

 

Оринин халăх театрĕн артисчĕсем çулсеренех çĕнĕрен спектакльсем хатĕрлесе халáх умне тухма тáрáшаççĕ. Нумаях пулмасть Г.Терентьев пьеси тăрăх лартнă «Юрату çунать чĕрере» музыкáллá комедипе паллаштарчĕç вĕсем.   Мулкачкасси, Атапай клубĕсенче, Муркашри культура Çуртĕнче  куракансене савáнтарма йĕлкĕрчĕç ĕнтĕ вĕсем çĕнĕ камитпе.

Кунти ĕçсем ялта пулса иртеççĕ. Анастасия Петровна ывáлĕ салтакран таврáнасса чáтáмсáррáн кĕтет, туй тума та хатĕр. Сашáна яла таврáнасса савнá хĕрĕ те кĕтет, анчах вáл пĕччен килмест, юлташĕпе….   Çакáнтан пуçланать те ĕнтĕ мыскара…

Куракансем вара хапáл тусах ĕтсе илчĕç, тáвáллáн алá çупса ырларĕç хáй тĕллĕн вĕреннĕ артистсен ĕçне.  Людмила Родионова (Анастасия Петровна ролĕнче вылярĕ), Вадим Васильев (Матвей Матвеевич), Николай Корольков (Александр), Карина Андреева (Марина), Алексей Воробьев (Арсентий), Анастасия Блинова (Лариса), Наталья Чебакова (Светлана), Никита Павлов (Леша) сцена çинче хáйсен пултарулáхĕпе савáнтарчĕç. Спектакле лартаканĕ  Чáваш  Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ – Аркадий Андреев.

Çак кунсенчех, артистсем ытти ялсене те çитме палáртаççĕ. Сáмах май каласан, ыран, апрелĕн 3-мĕшĕнче, орининсем Йỳçкасси ял тáрáхне кĕрекен Вáрманкассисене савáк кáмáл парнелеме васкаççĕ.

 

      

      

      

Просмотров: 280 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar