MENU
Главная » 2019 » Апрель » 9 » Пултаруллӑ çамрӑксем
09:10
Пултаруллӑ çамрӑксем

Пултаруллӑ çамрӑксем

 

Москакасси культура Çуртĕнчи «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ çулсеренех районта, Республикӑра, тĕрлĕ халӑхсем тата регионсем хушшинче иртекен фестиваль-конкурсене тӑтӑшах хутшӑнаççĕ. Çак конкурсене хутшӑнма йĕркелесе пыраканĕ И.В.Петрова ертÿçĕ. Пысӑк опытлӑ специалист нумай çул хушши ĕнтĕ ачасене асамлӑ ташӑ тĕнчипе паллаштарс ĕçре пысӑк тимлĕх уйӑрать, тĕрĕс ташлама вĕрентсе пырать.  Ачасене ытларах тĕрлĕ халӑх ташшисене вĕрентсе, пысӑк çитĕнÿсем тума пулӑшать. Çавӑнпах пулĕ çулсеренех конкурсенчен çĕнтерÿçĕсем пулса таврӑнаççĕ.

Акӑ, апрелĕн 8-мĕшĕнче, Шупашкарта Республика шайĕнче ирттернĕ «Вдохновение» фестиваль-конкурсран Пушкӑрт халӑх ташшипе I степенлĕ, «Над тихой рекой» IIстепенлĕ лауреат ятне тивĕçрĕç. «Калинка» ташӑ ушкӑнĕ Савӑнӑç ташшипе Iстепенлĕ дипломант пулса тӑчĕ. Каллех тепĕр пысӑк çĕнтерÿ пулчĕ çамрӑксемшĕн. Саламлатпӑр çамрӑксене пысӑк çитĕнÿсем тунишĕн, уйрӑмах И.В.Петрована. Малашне те ӑнӑçу сире!!!

Просмотров: 280 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar