MENU
Главная » 2019 » Апрель » 5 » Пултаруллисенчен пĕри - пирĕн ташӑ ушкӑнĕ
17:20
Пултаруллисенчен пĕри - пирĕн ташӑ ушкӑнĕ

Пултаруллисенчен пĕри - пирĕн ташӑ ушкӑнĕ.

 

«Шуçӑм» ушкӑнра ташлакансем ӑçти конкурсенче пулса курмарĕç пулĕ кӑçалхи 3 уйӑх хушшинче.  Акӑ апрелĕн 4-мĕшĕнче Комсомольский районне кĕрекен Урмаево салинчи культура Çуртĕнче тĕрлĕ халӑхсем хушшинче ирттернĕ «Урмай-Зелиде» конкурса хутшӑнчĕç. «Паллах, конкурс çав тери хĕрÿ иртрĕ. Çĕршывӑн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсе çитнĕ ташӑ ӑстисем, каласа та пĕтерме çук, çав тери йышлӑ пулчĕç»,-пĕлтерчĕ ташлакансене вĕрентекен ертÿçĕ Ирина Петрова. Тÿресем тивĕçлĕ хак парса, пирĕн ташлакан ушкӑна «Пушкӑрт халӑх ташшипе» I степенлĕ лауреат ятне пачĕç. Ку пирĕншĕн пысӑк кĕтменлĕх пулчĕ, тесе пĕлтерчĕ ертÿçĕ.

Эпир, Москакассинчи культура ĕçченĕсем, çак пултаруллӑ ушкӑна тав сӑмахĕ каласа, малашне те ӑнӑçусем туса пыма телей сунатпӑр! Мухтанатпӑр та савӑнатпӑр пирĕн çавӑн пек ушкӑн пурришĕн. Ăнӑçу сире, маттур хĕрсем!!!

Просмотров: 266 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar