MENU
Главная » 2019 » Апрель » 23 » Районти культура çуртĕнче «Юратсан, юрлас килет» фестиваль-конкурс иртрĕ
08:30
Районти культура çуртĕнче «Юратсан, юрлас килет» фестиваль-конкурс иртрĕ

Районти культура çуртĕнче «Юратсан, юрлас килет» фестиваль-конкурс иртрĕ

Апрель  уйăхĕн 19–мĕшĕнче  районти культура çуртĕнче «Юратсан, юрлас килет» фестиваль-конкурс иртрĕ. Фестивале районти чи  пултаруллă   эстрадă ушкăнĕсем тата солистсем хутшăнчĕç.

Конкурса ирттерме сумлă жюри йĕркеленĕ:

 - Жюри председателĕ, Муркаш район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн пуçлăхĕ Рыжкова Любовь Александровна

- Районти централизациленĕ клуб системин илемлĕх ертÿçи Александр Семенов

- «Муркаш» халăх фольклор ансамблĕн илемлĕх ертÿçи,  Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Аникин

- Муркашри ветерансен халăх хорĕн ертÿçи,  Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Жуков.

Фестиваль-конкурсра хутшăнакансем тĕрлĕ номинацире вăй виçрĕç. 

Фестиваль-конкурса  «Чăваш юррине юрлакансем»  номинацине Ярославкă культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Кăмăл»  халăх ушкăнĕ уçрĕ.

Кунтах  Шетьмĕпуçĕнчи  «Радуга цветов» ансамбль хутшăнчĕ.

Уйрăммăн чăваш юррине юрлакансем вара 14  пулчĕç.

Фестиваль-конкурсăн «Вырăс юррисен» номинацине Йÿçкасси культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Саваяр» ансамбль уçрĕ.

Кунтах  Çурлатринчи  «Çеçпĕл» ансамбль хутшăнчĕ.

Пĕччен юрлакансем  11 юрăç  пулчĕç.

Иккĕн юрлакансем вара  12 юрă  юрларĕç.   

Жюри членĕсем фестиваль–конкурс  итогĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çапла йышăнчĕç:

Чăвашла юрлакансен ансамбльсем хушшинче:

1-мĕш  вырăна-Треньккăри «Уяр»*

2-мĕш вырăна-Ярославкăри «Кăмăл»*

2-мĕш вырăна-Муркашри «Илем»*

3-мĕш вырăна-Çурлатăринчи «Çеçпĕл»*

3-мĕш вырăна- Шетьмĕпуçĕнчи  «Радуга цветов»*

3- мĕш вырăна- Йÿçкассинчи «Саваяр» ансамбльсем тивĕçлĕ  пулчĕç.

Чăвашла юрлакан солисткăсем хушшинче:

1-мĕш вырăна- Светлана Иванова*

2-мĕш вырăна-Татьяна Васильева*

2-мĕш вырăна-Виктория Викторова*

3-мĕш вырăна –Алина Иванова*

3-мĕш вырăна-Людмила Кудряшова*

3-мĕш вырăна-Галина Голубева*

Чăвашла юрлакан солитсем хушшинче:

1-мĕш вырăн-Сергей Николаев*

2-мĕш вырăн-Игорь Майков*

Чăвашла юрлакан дуэтсем хушшинче:

1-мĕш вырăна- Ирина Семенăвăпа  Любовь Никитина*

2-мĕш вырăна- Наталья Александровăпа  Эдуард Степанов*

2-мĕш вырăна- Оксана Федоровăпа Инна Григорьева*

3-мĕш вырăна- Валентина Федоровăпа  Владимир Соловьев*

3-мĕш вырăна- Валентина тата Елена Ивановсем*

3-мĕш вырăна-Роза тата Вениамин Ивановсем.

Вырăсла юрлакан  солисткăсем хушшинче:

1-мĕш вырăн-Инна Григорьева*

2-мĕш вырăна- Анжелика Милосердина*

3-мĕш вырăна-Наталия Семенова*

Вырăсла юрлакан солистсем хушшинче:

1-мĕш вырăна- Евгений Тимофеев*

2-мĕш вырăна-Сергей Шадрин*

3-мĕш вырăна-Василий Якоб*

Вырăсла юрлакан дуэтсем хушшинче:

1-мĕш вырăна-Алинăпа Сергей Паладьевсем*

2-мĕш вырăна-Лина Кудряшовăпа Полина Волкова.

2-мĕш вырăна-Ольгăпа Вера Тепеевсем*

3-мĕш вырăна-Алена Дмитриевăпа Илемби Иванова.

Ятарласа музыка  енĕпе пĕлÿ илнĕ юрăçсем  фестиваль-конкурса илемлетрĕç. Вĕсем: Вера Макарова, Дарья Чекмакова, Елена Федорова, Кристина Мясникова, Алик Димитриев, Борис Леденцов, Петр Борзаев. Питĕ пысăк тав вĕсене конкурса илемлетме пулăшнăшăн.

Фестиваль çулран- çул нумай-нумай çынна хăйĕн ытамне илет. Апла пулсан, тепĕр фестивальте çĕнĕрен те çĕнĕ юрăçсене кĕтетпĕр.

 

 

 

 

Просмотров: 227 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar