MENU
Главная » 2019 » Апрель » 25 » Сергей Шадрин - "Юратсан юрлас килет" конкурс çĕнтерÿçи
08:12
Сергей Шадрин - "Юратсан юрлас килет" конкурс çĕнтерÿçи

Сергей Шадрин - "Юратсан юрлас килет" конкурс çĕнтерÿçи

 

Апрелĕн 19-мĕшĕнче Муркашри культура Çуртĕнче «Юратсан юрлас килет!»  районти V фестиваль - конкурс иртрĕ. Çак конкурса Муркаш районĕнчи юрӑçсем хутшӑнчĕç. Катькасри культура Çурчĕ те  аякра тăрса юлас темерĕ: икĕ номинацире хутшăнас кăмăл турĕ.

Нумаях пулмасть йĕркеленнĕ «Çунатлă çамрăклăх» ансамбль Юрий Жуковпа Светлана Асамат çырнă «Пĕр сана курас килет» юрра шăрантарчĕ. Активлă хутшăннăшăн диплом илме пултарчĕ. Çамрăксем пысăк сцена çине пĕрремĕш хут кăна тухнă-ха, çавăнпа та вĕсен çитĕнĕвĕсем малашне пулĕç тесе шутлатпăр.

Арçынсем хушшинче ятарлă пĕлÿ илмен ушкăнра Сергей Шадрин 2-мĕш вырăн илме пултарнишĕн пурте чун-чĕререн савăнтăмăр. Маттур, Сергей!

 

      

Просмотров: 288 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar