MENU
Главная » 2019 » Апрель » 14 » Шупашкар районĕнчи "Палан" ушкăн Катькасри культура Çуртĕнче
21:35
Шупашкар районĕнчи "Палан" ушкăн Катькасри культура Çуртĕнче

Шупашкар районĕнчи "Палан" ушкăн Катькасри культура Çуртĕнче

 

Ака уйахĕн 12- мĕшĕнче Катькасри культура çуртне халăх йышлăн пухăнчĕ – хăнана Шупашкар районĕнчи Çÿлтикасси  культура Çурчĕ çумĕнчи «Палан» юрăпа ташă ушкăнĕ килсе çитнĕ. Артистсем куракансене хайсен илемлĕ те çепĕç юррисемпе, асамлă сассисемпе савăнтарчĕç. Вĕсен концерт программинчи  чăвашла тата вырăсла эстрада тата халăх юррисене куракансем питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç, уйрăмах Светлана Мартьяновăпа Галина Ельмешкина  шăрантарнă юрăсем вĕсен кăмăлне кайрĕç. Ушкăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Мартьянов ăста ертсе пырать. Пĕтĕм юрра тăватă саспа юрлаççĕ пултаруллă артистсем. Ташă ушкăнĕ тĕрлĕ халăх ташшине (чăваш, тутар, пушкăрт) ташласа тĕлĕнтерчĕ. Çак ушкăнта шкул çулне çитмен артистсем те пур. Хăйсем пĕчĕк çеç пулсан та, илемлĕ ташăсем ташларĕç, юрăсем юрларĕç, курма килнĕ халăха хăйсен пултарулăхĕпе тыткăна илчĕç.  Катькасри культура Çурчĕн ертӳçи Ирина Осипова артистсене тав сăмахĕ каланă май, вĕсем питĕ маттур пулнине палăртрĕ, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем сунчĕ. Ял халăхĕ тăвăллăн алă çупса ăсатрĕ кÿршĕсене, татах та хăнана килме чĕнчĕ.

 

 

      

      

      

Просмотров: 258 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar