MENU
Главная » 2019 » Апрель » 26 » Софья Егорова - пултаруллă Пĕчĕк Нарспи!
08:55
Софья Егорова - пултаруллă Пĕчĕк Нарспи!

Софья Егорова - пултаруллă Пĕчĕк Нарспи!

 

Ака уйăхĕнен 25 – мĕшĕнче Муркаш районен культура çурчĕнче, Чăваш чĕлхин кунне халаласа «Пĕчĕк Нарспи» фестиваль-конкурс иртрĕ.

Унта 6-10 çулхи хĕрпĕрчисем хутшăнчĕç. Пурĕ вара 28 хĕр пике, хăйсен пултаруллă енĕсене кăтартса, ташласа та юрласа, сăвăсем каласа куракансен чунĕсене киллентерчĕç.

Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Софья Егорова  сцена çине хăйĕн пултаруллăхне кăтартма «Асаннепе кукамай» театрализациленĕ композиципе илемлĕ сăвăпа тухса курма килнĕ хăнасене савăнтарчĕ.  «Пултаруллă Пĕчĕк Нарспи» номинацине çенсе илчĕ. Эпир  ăна чун-черерен саламласа , татах та пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.

 

 

      

Просмотров: 270 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar