MENU
Главная » 2019 » Апрель » 5 » «Сывлăмпи» фольклор ушкăнĕ «Туслăх хĕлхемĕ» фестивальре малти вырăна çĕнсе илчĕ
19:00
«Сывлăмпи» фольклор ушкăнĕ «Туслăх хĕлхемĕ» фестивальре малти вырăна çĕнсе илчĕ

«Сывлăмпи» фольклор ушкăнĕ «Туслăх хĕлхемĕ» фестивальре малти вырăна çĕнсе илчĕ

 

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Регионсен аталанăвĕн центрĕ Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика шайĕнчи фестивалĕн куçăмлă тапхăрне ирттерчĕç. Фестивале 1-4 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Фестивалĕн куçăмлă тапхăрĕ Чăваш республикин вĕренÿ институтĕнче иртрĕ. Институтăн акт залне район-хула шайĕнче тата республикăн куçăмсăр тапхăрăнче çĕнтернĕ ачасем пуçтарăнчĕç. «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши», «Чăваш апачĕ» номинацисенче 150 ачана яхăн тупăшрĕ. Вĕсем хушшинче Чăваш Республикинчи шкулсенче вĕренекенсем кăна мар, Тутар республикипе Самар облаçĕнчи шкулсенче вĕренекенсем те пулчĕç.

Тупăшăва хутшăнакансене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Степанова, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев саламларĕç.

Кашни номинацирех ачасен пултарулăхне компетентлă жюри членĕсем хакларĕç. Вĕсем хушшинче паллă поэтесса Светлана Асамат, халăх артистки Лидия Попова, паллă юрăç Тамара Ишмуратова, ЧППУп чăваш тата вырăс факультечĕн деканĕ Татьяна Денисова, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнчи технологи уйрăмĕн ертÿçи Наталия Войтюль, Чăваш наци конгресĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров. Жюри членĕсем ачасен пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕç, çĕнтерÿсĕсене палăртрĕç, вĕрентекенсене тав турĕç. Калайкасси шкул ачисем те ку конкурса активлă хутшăнчĕç. Калайкасси шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Соломина Ксения юмах калассипе финала тухрĕ. Ксения сертификата тивĕçрĕ.

Катькасри культура çурчĕ çумĕнчи ачасен «Сывлăмпи» фольклор ушкăнĕ жюри членĕсене тыткăнларĕ. Каллех 1-мĕш вырăн йышăнса таврăнчĕç. Ку ачасемшĕн «Эпир чăвашсем – чăваш пуласшăн» юрă йĕрки девиз вырăннех пулса тăчĕ. Ачасене ертсе пыракан Алина Николаевна Даниловăпа Надежда Максимилияновна Кондукторова чăвашлăх туйăмне мĕн пĕчĕкрен аталантармаллине аван чухлаççĕ. Малашне те «Сывлăмпи» фольклор ушкăнне тĕрлĕ ăмăртусенче хутшăнма ăнăçу сунатпăр.

 

      

      

       

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

Просмотров: 292 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar