MENU
Главная » 2019 » Апрель » 24 » Тирпей-илем хамӑршӑн
12:10
Тирпей-илем хамӑршӑн

Тирпей-илем хамӑршӑн

 

Çурхи кунсем çитсен тавралӑх симĕсленме – илемленме пуçлать.   Илемлĕхе кĕртме вара таврари çÿп-çапа пуçтармалла. Çак ĕçе пур çĕрте те пĕр шухӑшлӑ пулса йĕркелесе пыраççĕ. Москакасси культура ĕçченĕсем те тавралӑха тирпейлесси çине пысӑк тимлĕх уйӑраççĕ. Культура Çурчĕ йĕри-тавра самаях çĕр лаптӑкĕ выртать.   Апрелĕн 23 - мĕшĕнче культура ĕçченĕсем субботника пĕр шухӑшлӑ пулса пуçтарӑнчĕç. Йĕри-таври çÿп-çапа пĕтĕмпех тураса тирпейлерĕç, шиповниксене хитрен касса тухрĕç. Çĕм тĕттĕм пуличченех тӑрӑшрĕç пултаруллӑ ĕçченсем. Тавралӑх илемленсе –хитреленсех кайрĕ, симĕс курӑк та пуçне çĕклерĕ. Çак тирпейлĕхе курса, культура ĕçченĕсен кӑмӑлсем те çĕкленсе кайрĕç. «Кун пек ӑшӑ çанталӑк тӑрсан, кĕçех яштака хурӑнсен, çурхи чечексен илемне курса киленĕпĕр. Тасатса-тирпейлени пĕтĕмпе хамӑршӑн вĕт-ха»,- терĕç ĕçе вĕçленĕ майӑн.

Тирпей-илем кĕртнĕ хыççӑн вĕсем хӑйсен ĕçне малалла тӑсрĕç. Аслӑ Çĕнтерÿ кунне хавлалласа çĕнĕ юрӑсем вĕренчĕç. Майӑн 9-мĕшĕнче Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансене пысӑк концертпа савӑнтарма хатĕрленеççĕ культура ĕçченĕсем. Концерта курма кӑмӑл тӑвакансене каçхи 7 сехетре культура Çуртне йыхравлаççĕ артистсем.

Пĕр сӑмахпа каласан, тавралӑха тирпейлеме те юрлама та вӑхӑт тупрĕç çак кун Москакасси культура Çуртĕнче вӑй хуракансем.

Просмотров: 294 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar