MENU
Главная » 2018 » Март » 10 » «Анне – пурнăҫ илемĕ!»
18:11
«Анне – пурнăҫ илемĕ!»

      Çуркуннехи чи илемлĕ уяв – тĕнчери мĕн пур Хĕрарăмсен кунĕ. Ҫак куна халалласа Турайри культура ҫуртĕнче мартăн 7-мĕшĕнче «Анне – пурнăҫ илемĕ!» уяв иртрĕ. Фойене кĕрсенех кунта чăваш юрри-кĕвви янăрарĕ, стена çине ҫакнă плакатсем «Анне – ăшă кулă!», «Анне – çутă тĕнче!», «Анне – пирĕн телей!» кашни ҫыннăн кăмăлне ҫĕклерĕҫ. Уяв иртекен зала вара культура ĕҫченĕсем ятарласа шар гирляндисемпе тата тĕрлĕрен тĕслĕ хутран касса тунă чечексемпе илемлетнĕ.

    Чи малтанах  мĕн пур пухăннă ҫынсене саламлама Турай ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Орлов Е. В. сăмах илчĕ: «Эпĕ сире, хисеплĕ аннесем, асаннесем, херсем тата ҫамрăк пикесем, ҫитес мартăн 8-мĕшĕнчи мĕн пур Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе - чун-чĕререн саламлатăп. Пурне те ырлăх, сывлăх, телей, юрату, ĕҫре тата вĕренÿре ҫитĕнÿсем тума сунатăп!».

    Ун хыҫҫăн куракансене уяв ячĕпе Турай культура ҫурчĕ ҫумĕнчи пултаруллăх ушкăнне ҫÿрекен ачасем тата культура ĕҫченĕсем юрă-ташăпа, сăвăсемпе саламларĕҫ.

  Уява малалла тăснă май,  культура ĕҫченĕсем «Пĕчĕк Нарспи» конкурс программине ирттерчĕҫ. Кунта Турай шкулĕнче кĕҫĕн классенче вĕренекен ултă хĕр ача хаваспах хутшăнчĕҫ. Ҫак мероприятине вĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ, амăшĕсене уява чĕннĕ, пĕрле хăйсем хатĕрленĕ апат-ҫимĕҫ тата парнесем илсе килнĕ.

   Чи малтанах пĕчĕк пикесем сцена ҫине чăваш тумĕсемпе тухса куракансене хăйсемпе паллаштарчĕҫ. Малалла хĕрачасем тĕрлĕрен конкурссенче ăмăртрĕҫ: «Паллашу», «Килти ĕҫ-апат-ҫимĕҫ хатĕрлени», «Аннесем валли парне», «Спортпа туслă (дартс)», «Ташă-юрă юрататпăр». Куракансем конкрсанткăсен кашни пултарулăхне тăвăллăн алă ҫупса йышăнчĕҫ.

    «Пĕчĕк Нарспи» конкурс вĕҫленсен сумлă жюри тĕрлĕрен номинацисемпе ҫĕнтерÿҫĕсене палăртрĕ:

-«Чăн-чăн пĕчĕк Нарспи» - Викторова Анжела (1 класс),

-«Чи илемли» - Николаева Нелли (4 класс),

-«Чи сăпайли» - Григорьева Лола (1 класс),

-«Чи хăюлли» - Егорова Кира (4 класс),

-«Чи тавҫăрулли» - Андреева Анна (2 класс),

-«Чи ĕҫченни» - Федорова Ульяна (2 класс).

   Культура ĕҫченĕсем ҫĕнтерÿҫĕ-конкурсанткăсене Тав ҫырăвĕсем тата асăнмалăх парнесем парса чысларĕҫ.

    «Анне – пурнăҫ илемĕ» уяв пурне те савăк кăмăл парнелерĕ.

    Культура ҫуртĕнче ирттернĕ уявăн тĕллевĕ - аннесене тата асаннесене хисеплемелли çинчен аса илтересси, вĕсене юратма, упрама вĕрентесси, ачасен пултаруллăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарасси.

Просмотров: 321 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar