MENU
Главная » 2018 » Март » 7 » "Çăлкуç" садик ачисем аннесене саламлаççĕ
18:21
"Çăлкуç" садик ачисем аннесене саламлаççĕ

   Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Катькас клубĕнче аннесене халалланă уяв концерчĕ иртрĕ. «17№ Çăлкуç» ача садĕнчи аслă ушкăна çÿрекен ачасем хăйсен пултарулăхĕпе клуба пуçтарăннă халăха тыткăна илчĕç. Вĕсем аннесем, çуркунне çинчен илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç. Арçын ачасен ушкăнĕ «Соловей разбойник» ташша тата «Бабушки-старушки» сценкăна чăн-чăн артистсем пекех лартса пачĕç. Хĕр ачасем такмаксем юрласа савăнтарчĕç. Куракансем ачасене тăвăллăн алă çупса хавхалантарсах тăчĕç. Ачасем хăйсен аллисемпе амăшсем валли пĕчĕк парнесем те хатĕрленĕ.

   Клуб ертÿçи Ирина Осипова Клюшкова Олеся Сергеевна воспитательпе Кондукторова Надежда Максимилияновна аккомпаниатора çакăн пек илемлĕ программа хатĕрленĕшĕн тав сăмахĕсем каларĕ. «Çакăн пек маттур ачасем çитĕнеççĕ пулсан, пирĕн ялăн малашлăхĕ пур-ха», - терĕ вăл.

Просмотров: 343 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar