MENU
Главная » 2018 » Март » 7 » Çурхи уяв концерчĕ, пуриншĕн те.
18:18
Çурхи уяв концерчĕ, пуриншĕн те.

    Çуркуннехи чи кĕтнĕ уяв, пуриншĕн те, мартӑн 8-мĕшĕ. Çак уява Москакасси культура Çуртĕнче çав тери чаплӑн туса ирттертĕмĕр. Евгений Тимофеев юрӑçа районта кӑна мар Республикӑра, Раççей шайĕнче те пĕлме пуçларĕç. Пĕлтĕрхи çул Раççей шайĕнче юрӑçсем хушшинче ирттернĕ конкурсра дипломант пулса тӑнӑччĕ.

    Москакасси культура Çуртĕнче унӑн пултарулӑх каçне кӑçалхи çул иккĕмĕш хут туса ирттертĕмĕр. Çак уява шӑпах ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан пĕтĕм хĕрарӑмсене халалласа, мартӑн 6-мĕшĕнче, савӑнӑçлӑн туса ирттертĕмĕр.

      Эстрада юррисене кӑмӑллакансем хаваспах культура Çуртне пухӑнчĕç, тата чĕрĕ сасӑпа кӑна юрлаççĕ-çке артистсем.

     Юрӑ хыççӑн юрӑ шӑрантарчĕ Е.Тимофеев. Кашни юррах тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç залра ларакансем. Концерт программине вара ташӑ ушкӑнĕ тата унӑн юлташĕсем пуянлатма пулӑшрĕç. С.Николаев пурне те шÿтсем каласа, савӑнӑç парнелерĕ куракансене. Концерта пӑхма Е.Тимофеевӑн тӑван амӑшĕ Г.Тимофеева тата юратнӑ хунямӑшĕ Г.Михайлова тата тӑванĕсем те пулчĕç. «Маме» юрра юрланӑ хыççӑн юратнӑ амӑшĕсене Евгений чечек çыххисем парса саламларĕ. Паллах, савӑнӑç куççулĕсем пит тӑрӑх юхса анчĕç амӑшĕсен куçĕсенчен. Мĕнле – ха савӑнмӑн çавӑн пек илемлĕ шӑнкӑрав сассипе пурне те тыткӑнлама пултаракан ывӑлĕшĕн. Е.Тимофеевӑн пĕтĕм çемьи сцена çинче куракансене савӑнтарчĕ. Юратнӑ мӑшӑрĕпе Ольгӑпа илемлĕ юрӑ парнелерĕç, аслӑ ывӑлĕ Антон ташша çаптарчĕ, кĕçĕн ывӑлĕ, Арсений, «Лучше папы друга нет» юрра шӑрантарчĕ. Пĕр сӑмахпа каласан, юрра – ташша юратакан çемье.

    Пуриншĕн те çак каç çурхи уяв парниех пулчĕ. Тепĕр пысӑк парне вара, лотерея вылявĕ пулчĕ. Чылайĕшĕ парнесене тивĕçрĕç çак каç. Март уйӑхĕнче çуралнисене те парнесем парса чыс турĕç, юрӑ саламĕ парнелерĕç культура ĕçченĕсем. Икĕ сехете тӑсӑлнӑ концерт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ куракансемшĕн.

    Хӑйсене çакӑн пек уяв парни туса панишĕн, артистсене чĕререн тухакан тав сӑмахĕсем каласа саланчĕç концерта курма килнисем.

Просмотров: 330 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar