MENU
Главная » 2018 » Март » 5 » Çурхи уяв парни.
13:04
Çурхи уяв парни.

        Фоторепортаж

     Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ, пуш уйӑхĕн 2-мĕшĕнче, Катькассинчи культура Çуртĕнче, ял халӑхне çывхарса килекен мартӑн 8-мĕшĕпе, пуян та илемлĕ концертпа савӑнтарчĕç. Паллах, курма килекенсем, яланхи пекех, юрра-ташша кӑмӑллакансем пулчĕç.

     Концерта «Туслӑх çыххи» юрӑпа ташӑ сюитипе уçрĕ «Шуçӑм» ушкӑн. Куракансем кашни юрра-ташша тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ юрӑ-ташӑ сюитине те, уйрӑмӑн юрлакансене те. шÿтсене те ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхса ларса тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç.

    «Çывхарса килекен уяв ячĕпе чӑн-чӑн пысӑк парне пулчĕ пирĕншĕн»,- терĕç хавхаланса Катькас ялĕнче пурӑнакансем.

        Культура Çурчĕн ертÿçи И.В.Осипова ял халӑхĕ ячĕпе «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне, пĕтĕм чунтан тухакан, ӑшӑ сӑмахсем каласа тав турĕ. Малашне те çавӑн пек илемлĕ концертсемпе килсе халӑха савӑнтарма малашне те ӑнӑçу сунчĕ.

      Артистсене тулли кĕрекене лартса хӑналаса ячĕ Катькас ял халӑхĕ.

      Ырӑ кӑмӑл - шухӑшпа таврӑнчĕç Москакасси артисчĕсем.

 

Просмотров: 316 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar