MENU
Главная » 2018 » Март » 8 » Пĕтĕм халӑхпа - Çуркуннене кĕтсе илтĕмĕр.
11:40
Пĕтĕм халӑхпа - Çуркуннене кĕтсе илтĕмĕр.

    Мартӑн 8-мĕшĕнче Муркашра сивĕ Хĕле ӑсатса Çуркуннене пĕтĕм район халӑхĕпе кĕтсе илтĕмĕр. Уяв чӑннипех те чаплӑн иртсе кайрĕ.

     Çанталӑкĕ сивĕ тӑчĕ пулин те уяв лапамĕнче халӑх лӑк туллиех пулчĕ. Çурхи уяв ӑшшине сар хĕвел парнелерĕ. Мĕнле кӑна конкурсем туса ирттермерĕç пулĕ, илемлĕ юрӑ-кĕвĕ янӑраса кӑна тӑчĕ, хуткупӑс сассипе такмаксем каласа хавхалантарчĕç, клоунсем халӑха хӑйсен тĕрлĕ хусканӑвĕсемпе халантарса тӑчĕç. Районти çамрӑк артистсем илемлĕ эстрада юррисене шӑрантарчĕç.

    Москакасси каччи, Евгений Тимофеев, «Çуркунне» тата «Куккук авӑтать» янкӑр сассипе халӑхак тыткӑнларĕ. Куракансем чӑтаймасӑр ташӑ картине тухрĕç.

       Чылай вӑхӑта тӑсӑлчĕ çурхи уяв. Пурте кӑмӑллӑ юлчĕç çак савӑнӑçлӑ уявпа.

   Районти культура ĕçченĕсем çак уява интереслĕ ирттерессишĕн сахал мар вӑй хучĕç. Маттурсем, Муркашсем!!!

Просмотров: 361 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar