MENU
Главная » 2018 » Март » 5 » «Шураппасем» Вӑрманкассинче.
13:08
«Шураппасем» Вӑрманкассинче.

        Фоторепортаж

     Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шураппа» фольклор пултарулӑх ушкӑнĕ час-часах Муркаш тата кÿршĕ районĕсенчи культура Çурчĕсенче куракансене илемлĕ концертсемпе савӑнтарать. Акӑ черетлĕ концертпа, пуш уйĕхĕн 3-мĕшĕнче, Юçкасси ял тӑрӑхĕнчи Вӑрманкас Сурӑм ялĕнчи культура Çуртĕнче, пуян та пысӑк концертпа пулса килчĕ. Асӑннӑ вӑхӑта культура Çуртне ял халӑхĕ майĕпен пуçтарӑнчĕ.

      «Шураппа» ушкӑн сцена çине «Эп шор тоттӑр йорататӑп» чӑваш халӑх юррипе карталанса юрласа тухрĕ. Пĕрремĕш юрӑпах тыткӑнлама пултарчĕç залра ларакансене артистсем. Юрӑ хыççӑн юрӑ шӑрантарчĕç, ташшисемпе вара тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç куракансене. Ертсе пыракан, Софья Ершова, концерта ертсе пынисĕр пуçне, тĕрлĕрен шÿтсемпе савӑнтарчĕ куракансене.

        Чӑннипех те çурхи хавас кӑмӑл парнелерĕç Шураппасем куракансене.

    Юлашкинчен культура Çурчĕн ертÿçи В.Егорова артистсене çавӑн пек илемлĕ концерт парнеленĕшĕн, ӑшшӑн тав турĕ, малашне те пысӑк çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунчĕ, татах та концертсемпе ял халӑхне савӑнтарса, хавхалантарса тӑма телей сунчĕ.

    Хӑнасене тулли кĕрекене лартмасӑр кӑларса ямарĕç Вӑрманкасра пурӑнакансем. Тутлӑ кукӑль - çӑмахпа, тĕрлĕ тĕслĕ салатпа, вĕри чейпе сӑйларĕç артистсене.

        Шураппасем киле тулли кӑмӑлпа таврӑнчĕç.

 

Просмотров: 327 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar