MENU
Главная » 2018 » Март » 6 » Шурчари культура ҫуртӗнче «Ҫурхи пике – 2018» конкурс иртрӗ.
17:49
Шурчари культура ҫуртӗнче «Ҫурхи пике – 2018» конкурс иртрӗ.

     Фоторепортаж

     Ҫурхи пĕремĕш уява халалласа Шурчари культура ҫуртне  пурте  пĕрле пуçтарăнтӑмӑр. Кунта пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шурча шкулӗнчи чиперккесем «Ҫурхи пике – 2018» конкурса хутшӑнчӗҫ.

    Конкурса хутшăнакан пикесен маларах çак ĕçсене пурнăçламалла пулнӑ:

    Чӑваш пикин кĕпине хатĕрлемелле.

    Ҫуркунне ҫинчен пăхмасăр сăвă калама вĕренмелле.

    Жребипе лекнĕ япалапа класри вĕренекенсем пулăшнипе ташă хатĕрлемелле.

    И.Я.Яковлевӑн биографине тишкермелле.ф

    Уява Аня Бардасовӑпа Степан Борзаев ертсе пычӗҫ. Жюрире ялти вулавӑшӑн ертӱҫи Троицкая Светлана Вениаминовна, шкулти библиотекарь Андреева Татьяна Васильевна, Шурчари культура ҫурчӗн ертӱҫи Тимофеева Валентина Александровна тата Иванова Роза Ивановна воспитатель пулчӗҫ. Шкул ачисен пултарулӑх ушкӑнӗ хӑйсен ташшисемпе (ертӱҫи Майя Лоцманова) тата 9 класри Рыжков Александр чӑваш юррисемпе савӑнтарчӗҫ.

    Конкурсантсем икӗ тӗслӗ кĕпепе мода кӑтартрӗҫ. Ҫуркунне ҫинчен тӗрлӗрен сӑвӑсем ҫепӗҫҫӗн янрарӗҫ. И.Я.Яковлевӑн биографине те лайӑх пӗлеҫҫӗ хӗр пӗрчисем.

   Чăваш халăхĕ мĕн авалтанах ĕçченлĕхпе, пултарулăхпа уйрăлса тăнă. Ывăлĕ ашшĕ çумĕнче, хĕрĕ амăшĕ çумĕнче кăштăртатнă. «Пирĕн ĕçченлĕх – ташă урлă»  конкурса ĕçчен чăваш халăхне халалланӑ. Кашни класс интереслӗ ташӑ хатӗрленӗ: кĕреплепепе (7 класс), йĕтĕрпе (6 класс), кĕвентепе тата витресемпе (9 класс), ал шăллисемпе (4 класс), куркапа (2 класс), сăмса тутрипе (5 класс), шăпăрпа тата савукпа (3 класс), ҫăмхапа (1 класс).

   Чăннипех те «Çурхи пике» ята çĕнсе илме пур конкурсант та тивĕçлине палӑртрӗҫ жюри членӗсем. Çавăнпа та пурне те тӗрлӗрен номинаципе палӑртса хӑварчӗҫ. Шкул администрацийӗ хатӗрленӗ симӗс хӑюсемпе чӗрӗ тюльпан  чечекӗсем илме ҫаксем тивӗҫ пулчӗҫ: «Маттур пике» - Дарья Андреева, «Сӑпайлӑ пике» - Карина Иванова, «Илемлӗ пике» - Ангелина Иванова, «Ҫепӗҫ пике» - Ксения Никифорова, «Хӱхӗм пике» - Иулиания Семенова, «Пултаруллӑ пике» - Анастасия Степанова, «Чипер пике» - Елена Павлова, «Ăслӑ пике» - Валерия Львова. 

   Маттур пирӗн «Ҫурхи пикесем» тата вӗсене хавхалантарса тӑракан пӗрле вӗренекенсем, класс ертӱҫисем, ашшӗ-амӑшӗсем! Кашнине тав сӑмахӗ калатпӑр тата ҫитсе пыракан ҫурхи уявпа саламлатпӑр!

 

Просмотров: 286 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar