MENU
Главная » 2018 » Март » 28 » Ташлар-ха, савӑнса.
14:57
Ташлар-ха, савӑнса.

       Муркаш районĕнче çулсеренех ташлама юратакан пултарулӑх ушкӑнĕсем хушшинче, районти культура Çуртĕнче, пысӑк конкурс туса ирттереççĕ. Кӑçал та çак йӑлана пӑрахмасӑр, пуш уйӑхĕн 24-мĕшĕнче, культура Çуртне, 50 ушкӑн ытла хӑйсен пултарулӑхĕпе паллаштарма пуçтарӑнчĕ. Чылая тӑсӑлчĕ çак конкурс. Мĕнле кӑна ташӑ ташламарĕç пулĕ, пурте маттурсем пулчĕç. Ушкӑнпа тата уйрӑммӑн ташлакансем те пулчĕç. Çав хушӑрах, Москакасси культура Çуртĕнче эстарда ташшине ташлакан, Мария Петрова та пулчĕ. Вӑл куракансене «Пĕрремĕш юрату» ташӑпа тыткӑнлама пултарчĕ. Тÿресем ӑна пысӑк хак парса, 1-мĕш степенлĕ диплом парса чыс турĕç.

           Маттур Мария, эпир сан пултарулӑхпа мухтанатпӑр!

Просмотров: 304 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar