MENU
Главная » 2018 » Март » 8 » Тĕнчене улӑштаракан хĕрарӑм.
11:41
Тĕнчене улӑштаракан хĕрарӑм.

   Районти хĕрарӑмсен канашĕ йĕркеленипе çулсеренех Муркашри культура Çуртĕнче ял тӑрӑхĕсенче пурӑнакан маттур та пултаруллӑ хĕрарӑмсене чысласа савӑнӑçлӑ уяв каçĕ туса ирттереççĕ. Мартӑн 7-мĕшĕнче Муркашри культура Çуртне халӑх йышлӑ пухӑнчĕ.

    Конкурса ял тӑрӑхĕсенчен 12 илĕртÿллĕ те пултаруллӑ хĕрарӑм килсе çитрĕ. Ертсе пыракан А.Филлипова кашни хĕрарӑм пирки паллаштарса сцена çине тухма йыхравларĕ. Пĕрин-хыççӑн тепри илемлĕ кĕвĕ çеммипе утса тухрĕç хĕрарӑмсем. Залра ларакансем пурне те тӑвӑллӑн алӑ çупса кĕтсе илчĕç.

    Чӑн малтанах вĕсене саламлама сцена çине район администрацийĕн пуçлӑхĕ Р.Н.Тимофеев, хĕрарӑмсен канашĕн ертÿçи Л.Ю.Тарасова тата ыт.те хӑпарчĕç.

     Çак конкурса Москакасси ял тӑрӑхĕнчи, Рыкакасси ялĕнче пурӑнакан В.П.Акимова хутшӑнчĕ.  Çак конкурса хутшӑнма вӑл чӑннипех те тивĕçлĕ.  Ăна вара, юратнӑ ывӑлĕсем, тус-юлташĕсем пулӑшса тӑчĕç. Ял тӑрӑхĕнче маттур депутат, пултаруллӑ тухтӑр, юратнӑ анне, хисеплĕ тус-юлташ.

     Пултарулӑх конкурсĕнче пурте маттур пулчĕç. Кам юрлать, кам ташлать, кам сӑвӑ калать, кам спектакльти роле вылять. В.Акимова пурин чунне «С любимыми не расставайтесь» чуна çÿçентермелле вуласа пачĕ. Пурте тимлĕн итлесе ларчĕç. Чӑннипех те маттур тесе калас килет çак вӑр-вар хĕрарӑм пирки!

    Юлашкинчен тÿресем пурин ĕçне те тивĕçлĕ хак парса тухрĕç. Конкурса хутшӑнакансене пурне те тĕрлĕ номинаци парса, диплом тата чечек çыххи парнелерĕç. Пирĕн В.Акимова «Тĕнчене улӑштаракан хĕрарӑм» ята тивĕçрĕ. Уяв тӑршшĕпех илемлĕ юрӑ-кĕвĕпе ташӑсемпе хавхалпнтарса тӑчĕç залра ларакансене.

     Эпир те сирĕнпе мухтанатпӑр Венера. Яланах çавӑн пек маттур пулӑр! Уяв ячĕпе сире!

Просмотров: 427 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar