MENU
Главная » 2018 » Март » 26 » Ырӑ ĕçсен çулталӑкĕнче - ырӑ кӑмӑллӑ концертсем.
14:43
Ырӑ ĕçсен çулталӑкĕнче - ырӑ кӑмӑллӑ концертсем.

       Фоторепортаж

  Москакасси культура Çуртĕнчи артистсем çулсеренех куракансене хавас кӑмӑллӑ концертсемпее хавхалантарса тӑраççĕ. Ăçта кӑна пулса халӑха савӑнтармаççĕ пулĕ вĕсем. Кӑçал ырӑ ĕçсен çулталӑкĕ пулнӑ май, куракансене ыр кӑмӑл парнелес тесе, сахал мар концертсемпе тĕрлĕ çĕрте пулса, халӑха савӑнтарса, кӑмӑлĕсене уçма пулиарчĕç. Акӑ черетлĕ концертпа, Етĕрне районне кĕрекен Чирĕккасси ял тӑрӑхĕнчи Изамбай культура Çуртĕнче, куракансене хавхалантарса килчĕç.

    Тĕлĕнмелле халӑх пурӑнать ку тӑрӑхра. Чӑннипех те юрра-ташша юратакансем пухӑннӑ культура Çуртне. Концерт пуçламӑшĕнчен пуçласа мĕн вĕçне çитиччен, тӑвӑллӑн алӑ çупса, хавхалантарса тӑчĕç артистсене ку тӑрӑхра пурӑнакансем. Кашни тухса юрлакана «Маттур!». «Бис!»,- тесе кӑшкӑрчĕç. Артистсемпе пĕрле ӑмӑртмалла юрларĕç, ташларĕç, тӑвӑллӑн алӑ çупрĕç. Шÿтлĕ сценкӑсене пӑхса, шÿтсене   итлесе 32 шӑл курӑнмаллах ахӑлтатса кулчĕç. Вĕсем кулнипе зал янӑраса кӑна тӑчĕ. 

     Икĕ сехет ытла савӑнтарчĕç Москакасси артисчĕсем. Концерт вĕçленсен те, чылай хушӑ артистсене сцена çинчен ямарĕç куракансем. «Кĕмĕл сасӑ» фестиваль - конкурсӑн лауреатне, Е.Тимофеева, татах та татах юрлама ыйтрĕç курма килнисем.  Паллах, вĕсен кӑмӑлне хаваспах тивĕçтерчĕ пултаруллӑ юрӑç.

     Концерт вĕçленсен, пĕтĕм ял халӑхĕ ячĕпе, культура Çурчĕн ертÿçи Г.Чернов, çав тери ӑшӑ сӑмахсем каласа артистсене хавхалантарчĕ. Татах та концертсемпе килсе, халӑха савӑнтарма ӑнӑçу, телей сунчĕ. «Кӑмӑлсене чӑннипех те çĕклерĕр паянхи каç»,- терĕ юлашкинчен ертÿçĕ.

    Çавӑн пекех, Оперӑпа балет театрĕн, Чӑваш Республикин культура тава тивĕслĕ артисчĕ, Людмила Яковлева та артистсене чунтан тав турĕ. Концерт программи тĕрлĕ енлĕ анлӑ та илемлĕ пулнишĕн савӑнса, хавхаланса каларĕ. Куракансене илемлĕ те савӑнӑçлӑ концертпа савӑнтарнӑшӑн чĕререн тав турĕ. «Кун пек концертсене сайра курма пулать», - терĕ юлашкинчен чӑваш халӑх артисчĕ.

   Концерт хыççӑн артистсене тулли кĕрекене лартса, тутлӑ апат-çимĕçпе сӑйларĕç кунта пурӑнакансем. Хавас та тулли кӑмӑлсемпе таврӑнтӑмӑр тӑван яла. 

Просмотров: 404 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar