MENU
Главная » 2020 » Февраль » 29 » Артистсене савӑк кӑмӑл парнелерĕç
08:44
Артистсене савӑк кӑмӑл парнелерĕç

Артистсене савӑк кӑмӑл парнелерĕç

 

Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ февралĕн 28-мĕшĕнче Турайри культура Çуртĕнче хӑйĕн анлӑ та интереслĕ концерчĕпе куракансене савӑнтарса килчĕ.

Çумӑр витререн тӑкнӑ пекех çурĕ çак кун. Çантӑлӑк япӑххине пӑхмасӑрах юрра-ташша пӑхма кӑмӑллакансем культура Çуртне çитме пултарчĕç.

Асӑннӑ вӑхӑтра концерт программине артиссем «Улӑхра курсан чечек» юрӑпа ташӑ кӑшӑлĕпе уçрĕç. Прасковья Лебедева концерта илемлĕн ертсе пычĕ.

Залра ларакансем çав тери тимлĕн пӑхса ларчĕç артистсем юрласа – ташланине. Мĕн тĕрлĕ юрӑ-ташӑ кӑшӑлне пӑхса савӑнмарĕç пулĕ. Ташӑ ушкӑнĕн илемлĕ ташшисене, ушкӑнпа, икшерĕн тата уйрӑмӑн юрлакансене тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç куракансем, хӑйсем пĕлнĕ юрӑсене   артистсемпе пĕрле юрласа савӑнчĕç. Шÿтлĕ сценкӑсемпе залра ларакансене култармаллипех култарма пултарчĕç Москакасси артисчĕсем. Икĕ сехете яхӑн тӑсӑлнӑ концерт шыв юххи пек иртсе кайрĕ.

Концерт вĕçленсен, артистсене культура Çурчĕн ертÿçи, Ирина Быркина саламлама сцена çине улӑхрĕ. Ял-йыш ячĕпе вĕсене чĕререн тухакан тав сӑмахĕсем каласа саламларĕ. Малашне татах çавӑн пек илемлĕ концертсемпе килсе халӑха савӑнтарма чĕнсе хӑварчĕ. Москакассисем унӑн сĕнĕвĕпе килĕшрĕç. Турай артисчĕсене те Москакасси халӑхне пырса савӑнтарма чĕнсе хӑварчĕç.

Юлашкинчен артистсене тутлӑ апат-çимĕçпе сӑйласа ячĕç культура Çуртĕнчи ĕçченсем. Артистсене чӑннипех те савӑк кӑмӑл парнелерĕç куракансем, малашне татах çĕнĕ вӑй-халпа ĕçлесе пыма хавхалантарчĕç.

Тавах Турай халӑхне пире кӑмӑллӑ пӑхса ӑсатса янишĕн!

Просмотров: 170 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar