MENU
Главная » 2020 » Февраль » 22

Район кунĕ – К.Иванов театрĕнче

 

Кӑçал Муркаш район кунне Шупашкарта К.Иванов театрĕнче февралĕн 21-мĕшĕнче анлӑ та чаплӑн туса ирттерчĕç. Çак уява Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ те пулма тивĕçрĕ. Курмалли пӑхмалли самаях пулчĕ кунта. Муркаш районĕнчи пултарулӑх ушкӑнĕсем тӑхтав вӑхӑчĕсенче унта та кунта хуткупӑс, юрласа - ташлани хӑлхара янӑраса тӑчĕ. Мĕн тĕрлĕ илемлĕ выставкӑсем йĕркеленĕ кунта. Кӑçал Муркаш районĕн энциклопедиĕпе те паллашма пултарчĕç район кунне пухӑннӑ çынсем.

Муркаш район çыннисене саламланӑ хыççӑн театрӑн сцени çинче Муркаш районĕнчи культура Çуртĕнчи пултарулӑх ушкӑнĕсем хӑйсен юрри-ташшисемпе залра ларакансене савӑнтарчĕç. Çав хушӑра Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуçӑм&raqu ... Читать дальше »

Просмотров: 205 | Добавил: Алина | Дата: 22.02.2020 | Комментарии (0)

Сумлӑ юбиляр кĕрекинче

 

Москакасси ял тӑрӑхĕнчи Калмӑк ялĕнче пурӑнакан Феодосия Степановна Воробьева сумлӑ та паллӑ 80 çулхи юбилейне тулли кĕреке хушшинче хӑйĕн тӑванĕсемпе, пĕрле ĕçленĕ ĕçтешĕсемпе тата ял-йышпа чаплӑн паллӑ туса ирттерчĕ. Çак чаплӑ юбилей кĕрекинче манӑн та пулса курма тÿр килчĕ. Тĕлĕнмелле чаплӑ уява Феодосия Степановнан виçĕ хĕрĕпе кĕрÿшĕсем, вĕсен ачисем, мӑнукĕсем тата кĕçĕн мӑнукĕсем хӑт кĕртсе тӑчĕç. Сумлӑ юбилярӑн кĕрекинче пĕр пуш вырӑн та пулмарĕ. Çакӑ паллах юбиляра сума суни, ӑна хисеплесе юратни куç кĕретех пулчĕ. Хӑнасем мĕн тĕрлĕ ӑшӑ сӑмахсемпе сӑвӑлласа та юрласа чечек çыххисемпе парнесем парса чыс турĕç   юбиляра.

Феодосия Степановнан ĕç стажĕ тивĕçлĕ канӑва тухичченех Мӑн Сĕнтĕр райповĕнчи Москакасс ... Читать дальше »

Просмотров: 170 | Добавил: Алина | Дата: 22.02.2020 | Комментарии (0)