MENU
Главная » 2018 » Апрель » 11 » Асла Манкун уяве
16:41
Асла Манкун уяве

      Мăнкун - çуркуннехи чи пысăк уяв! Мӗн авалтан чӑваш халӑхӗ ӑна çав тери тӗплӗн хатӗрлесе кӗтсе илнӗ. Сĕтел хатĕрленĕ, сӑра вĕретнĕ, пӳрте ҫуса тасатнӑ, килкартинче тата урамра пуçтарнӑ. Мӑнкун умĕн мунча хутнӑ. Ҫĕрле хĕвелтухӑҫ енчи сӑрт ҫинче ҫамрӑксем кӑвайтсем чĕртнĕ. Ирхине таса та ҫĕнӗ уявламалли  тумтирсем тӑхӑннӑ, хĕвел тухнине кĕтме кайнӑ. Ватӑ ҫынсем те йышлӑ пуçтарӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра ачасене тырӑпа тата хӑмлапа сапнӑ, пӗчӗкскерсем сывӑ та ӑслӑ ҫитӗнччӗр тӗнӗ. Шӑпӑрлансем ҫулталӑкӗпех чирлемесӗр пурӑнас тесе ҫӗр ҫинче йӑваланнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗтӗр-шакӑр яла таврӑннӑ. Ял тӑрӑх хӑнана çÿренӗ. Вӗсене аслисем кӗтсе илнӗ, пылак ҫимӗҫпе, йӑвапа тата хӗретнӗ ҫӑмартапа хӑналанӑ.

    Мăнкун кун ют çын пырсан ăна ĕлĕкренех пўртре сак е пукан çине тӗк минтер çине лартма тăрăшнă. Ӑна çӑмарта, мӑйӑр, хӗвелçаврӑнӑш, кукӑль-çӑмах парса хӑналанӑ, расна тутлӑ апат ҫимĕҫ ҫитернĕ. Çакӑ кильти выльӑх-чĕрлĕх лайӑх ӑнтӑр тенине пӗлтернӗ. Пукан çинче лараканӑн шӑп лармалла пулнӑ, çакӑ çӑмарта пусса ларакан кайӑк-кӗшӗк лӑпкӑн ларса чӗпӗсем  ӑратлӑ тухасса пӗлтернӗ. Енчен те пӗрремӗш килекен хӑна хӗрача пулсан килти ӗне е сурӑх пӑрушка пуласса пӗлтернӗ, арçын ача пулсан – вӑкӑр е така. Ҫавӑнпа хĕрпе каччӑсене пĕрле ҫӳреме каланӑ. Халĕ те ҫак йӑла-йĕркесем сыхланса юлнӑ ялта.

     Мăнкун çитиччен кăшт маларах урам варрине мăн чуччу çакнӑ. Кăнтăрла унта ачасем ярăннӑ, каçхине вара хĕр упраçсемпе яшсем. Çамрӑксем  мӑшӑрӑн ярӑннӑ, хӑш мӑшӑрӗ çÿлерех ярӑннӑ, çавсем çав çул мӑшӑрланнӑ.

    Чуччу ярӑннӑ хыççӑн тӗрлӗ вӑйӑ вылянӑ. Ҫӑмартапа вылясси уйрӑмах хисепре пулнӑ. Выляса илнӗ ҫӑмартана ҫураки умӗн ана ҫине чавса хунӑ.

   Мӑнкунра чӑвашсем хурӑнташ-тӑвансем патне ӗрете ҫӳренӗ. Мӑнкун сӗтелӗ çине мӗн-мӗн лартнӑ-ха? Çӑмарта хӑпартни, хӗрлӗ çӑмарта, чӑкӑт, икерчӗ, йавачӑ, пÿремеч, шӑрттан, шÿрпе, тултармӑш, ятарласа сӑра вӗретнӗ. Кил хуçисем сӗтеле май пур таран пуянрах хатӗрленӗ, çакӑ вӑл пурнӑç малалла пуян пуласса пӗлтернӗ. Хӑш-пĕр ҫĕртре Мӑнкун хурĕ пĕҫернĕ.  Хӑнана кайнӑ чух пӗрле тем тӗрлӗ çимӗç илсе кайнӑ: 7 е 9 таранах.

    Кӑнтӑрла ҫитсесĕн тӑвансем йӑхра чи аслисен килĕнче пуҫтарӑннӑ. Сĕтел хушине лариччен кĕл тунӑ. Кил хуҫи иртнĕ ҫулшӑн тав тунӑ, ҫĕнĕ ҫулта ырлӑх ыйтнӑ, ваттисене асӑннӑ. Мăнкун пăтти çинĕ.

    Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче эпир те ялти пур ватӑ-вӗтӗ Тойкилтӗри культура çуртӗнче пӗр килти пек пуçтарӑнса аслӑ Мӑнкун уявне ирттертӗмӗр. Уявӑн тӗп тӗллевӗ - авалхи чӑваш йӑли-йӗркине сума-суса унӑн илемне халӑх умне çитересси. Çапла вара уява ӗлӗкхи чӑваш çипуçне тӑхӑнса Мӑнкун уявӗн йӑли-йӗркине ирттерме тӑрӑшрӑмӑр, илемлӗ юррисемпе ташшисене аса илтӗмӗр, Мӑнкун вӑййисене те вылярӑмӑр: çӑмарта кустармалла, паттӑрла, ременле тата ыттисене те. Мӑнкун сӗтелӗ çине чӑн чӑваш апатне лартрӑмӑр. Ӑна хатӗрлеме ялӗпех тӑрӑшрӗç. Уяв каçӗн кил хуçийӗ Васильева Нина Ивановна пулчӗ. Вӑл хӑнана килекесене пурне те Мӑнкун пӑттипе хӑналарӗ. Уява илем кӗртес тесе библиотека заведующийӗ Николаева М.А. ялти «Ӑста асаннесен» ӗçӗсен выставкине йӗркелерӗ. Çак илеме асаннесем хӗлӗпех хатӗрлерӗç. Тойкилтӗ ФАПӗн ертÿçи Петрякова А.А. тӑрӑшнипе ал-ӗç кружокне йӗркелерӗç: тӗрӗсем тӗрлерӗç, минтерсем, тутӑрсем, алса-чӑлха çыхрӗç.

   Çавӑн пекех уявра  «Хавас» фольклор ушкӑнӗ хаваслӑ юрӑсемпе савӑнтарчӗ. Тойкилтӗ шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Евстафьева Ю.Н. тата Петрова А.Е. ертсе пыракан шкул ачисен фольклор ушкӑнӗ Мӑнкунӑн хӑш-пӗр йӑли-йӗркисене сцена çинче выляса кӑтартрӗ. Ачасем сцена çине тухни уява татах та илемлетрӗ.

    Çапла майпа Тойкилтӗсем аслӑ Мӑнкуна анлӑн та чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттерме пултарчӗç.

     Пуян та тарăн шухăшлă йăла-йĕркене малашлăхшăн яваплă çамрăксем патне çитерер. Кашни чăваш хĕрĕ‚ каччи  тăван халăха хисеплеме пĕлтĕр‚ ун йăли-йĕркипе мăнаçлантăр‚ çепĕç чĕлхипе уççăн калаçма‚ янăравлă сăвви-юррине  шăрантарма‚ çĕршывăмăрпа мухтанма пултартăр. Чăн-чăн чăваш чунлă пулар‚ чăваш ятне çĕртер мар.

Просмотров: 403 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar