MENU
Главная » 2018 » Апрель » 30 » Çĕнтерÿ хыççӑн çĕнтерÿ.
18:01
Çĕнтерÿ хыççӑн çĕнтерÿ.

    Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçӑм»халӑх юрӑпаташӑушкӑнĕн ташӑçисем çак кунсенче икĕ кун хушши тĕрлĕ конкурсенче пулса килчĕç. Апрелĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарти культура институтĕнче Республика шайĕнче ирттернĕ «Весенняя фантазия-2018» IV фестиваль-конкурса хутшӑнса «ВОГ» тата «Первая любовь» (ташлаканĕ Мария Петрова) эстрада ташшисемпе I степенлĕ дипломантсем пулса таврӑнчĕç.

   Апрелĕн 30-мĕшĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта, Пĕтĕм халӑхсем хушшинче ирттернĕ «Радуга танца-2018» VIII фестиваль – конкурсран та çĕнтерÿçĕсем пулса таврӑнчĕç пирĕн çамрӑксем. «Хип-хоп» ташӑпа -III степенлĕ лауреат тата «Первая любовь» (М.Петрова) ташӑпа - I степенлĕ дипломант пулса тӑчĕç. «Конкурс питех те çивĕч пулса иртрĕ, ташӑушкӑнĕсем çав тери нумайӑн пулчĕç çак фестиваль-конкурсра. Ăçтан кӑна килмен пулĕ» -тесе пĕлтерчĕ И. Петрова ертсе пыракан.

    Çакӑн пек пултаруллӑушкӑнсем кӑларма пултарнишĕн,ИринаПетрована та, тав çырӑвĕсем парса хавхалантарчĕç.

      Эпир те çак маттур та пултаруллӑхĕрсене пĕтĕм чунтан саламлатпӑр!

       Малашне те пысӑк çитĕнÿсем туса,çÿлтен çÿле хӑпарма ӑнӑçу сунатпӑр!

Просмотров: 309 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar