MENU
Главная » 2020 » Февраль » 28 » Чечеклен,юратнă Муркаш Йÿçкассинче!
14:17
Чечеклен,юратнă Муркаш Йÿçкассинче!

Чечеклен,юратнă Муркаш Йÿçкассинче!

 

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Йÿçкасси культурă çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ «Сипет» Алексей Ларченков пьеси тăрăх лартнă «Пĕр хурăн çеç пĕлет» икĕ пайлă драмапа «Чечеклен,юратнă Муркаш ен» смотр-конкурсра хутшăнса куракансене хăйсен пултаруллăхĕпе чĕререн хумхантарчĕ. Çак спектакăле  Çентерÿ кунĕ 75 çулĕ çитнине халаласа лартнă .Драмăри пулăмсем куракана Аслă Вăрçă вăхăтĕнчи тапхăра кăтартса парат. Пьесăра Надяпа Андрей таса та вăйлă юратăвĕ Лариса Васильевапа Александр Алексеев питĕ тарăннăн калăпласа пачĕç. Савăнпекех тискер,сутăнчăк полицейскисен ролĕсене Илья Алексеевпа Виктор Сергеев халăх кăмăлне кайрĕ. Сережа рольне выляканĕ тата пьесăна лартаканĕ, халăх театрĕн режисерĕ Константин Ярухин. Александр Алексеевпа Маргарита Мышевана вара «Чи лайăх калăпланă роль» дипломĕсем тивĕçрĕç. Спектакль вĕçĕнче халăх ура çине тăрса ,алă çупса вылякансене тав турĕ.

Просмотров: 260 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar