MENU
Главная » 2020 » Февраль » 15 » Çветуй Валентинсен кунĕпе - илемлĕ концерт
10:59
Çветуй Валентинсен кунĕпе - илемлĕ концерт

Çветуй Валентинсен кунĕпе - илемлĕ концерт

 

Москакасси артисчĕсем хамӑр районта кӑна мар, кÿршĕ районĕсене те час-часах концертсемпе тухса çÿреççĕ. Акӑ Çветуй Валентинсен кунĕнче Шупашкар районĕнче Селиванкино ялĕнчи клубра пулса килчĕç. Асӑннӑ вӑхӑтара клуба самаях куракан пуçтарӑнчĕ. Ертсе пыракан чӑн малтанах залра ларакансене Çветтуй Валентинӑсен кунĕ ячĕпе ӑшшӑн саламларĕ, концерт курма вӑхӑт тупса килнишĕн чунтан тав турĕ. Концерт чӑннипех те пĕр сывлвамасӑр тенĕ пек илемлĕ те хавас иртсе кайрĕ. Сцена çине тухакан кашни артиста тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç куракансем. Куракансен кӑмӑлĕсене çĕклеме ертсе пыракан лотерея вылявĕ туса ирттерчĕ, залра ларакансене юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ тата вӑйӑ та туса ирттерчĕ. Куракансем чӑннипех те хаваслансах хутшӑнчĕç çак конкурсене. Паллах, çĕнтерÿçĕсем парнесĕр юлмарĕç çак каç. Сергей Николаев хӑйĕн шÿчĕсемпе куракансен кӑмӑлĕсене çĕклентерсех тӑчĕ. Радимир Семеновпа Сергей Николаев юрланӑ чӑваш юррисене çав тери кӑмӑллӑн кĕтсе илчĕç. Тӑвӑллӑн алӑ çупнипе пĕрле «Маттурсем!» тесе кӑшкӑрчĕç. Çавӑн пекех Вера Макаровапа Галина Голубева юрланӑ юрӑсене те ӑшшӑн кĕтсе илчĕç Селиванкино ялĕнче пурӑнакансем. Икĕ сехете яхӑн тӑсӑлнӑ концерт пурин кӑмӑлне уçрĕ çак Çветуй Влентинсен кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ концерт. Тулли те хавас кӑмӑл парнелеме пултарчĕç Москакасси артисчĕсем Шупашкар район çыннисене.

Просмотров: 162 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar