MENU
Главная » 2018 » Апрель » 26 » Фестиваль-конкурс - Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе.
16:19
Фестиваль-конкурс - Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе.

    Çулсеренех Муркаш районĕнче Аслӑ Çĕнтерÿ кунне халалласа, «Я помню! Я гожусь!» фестиваль-конкурс туса ирттереççĕ. Çак конкурса ача сатĕнчен пуçласа аслӑ ӑрури çынсем таранах хутшӑнма кӑмӑл турĕç.

      Кӑçӑл та çак конкурса апрелĕн 26-мĕшĕнче районти культура Çуртĕнче туса ирттерчĕç. 5 сехет ытла тӑсӑлчĕ фестиваль – конкурс.

         Москакасси культура Çуртне çÿрекен çамрӑк артистсем те хутшӑнчĕç çак конкурса:

- Арсений Тимофеев «Шли солдаты на войну» юрӑпа;

- Екатерина Бирюкова «Аист на крыше» юрӑпа;

-ташӑ ушкӑнĕ - «Синий платочек» ташӑпа савӑнтарма пултарчĕç тÿресене тата залра ларакансене.

      Мĕнле кӑна артист хӑпармарĕ пулĕ сцена çине. Мĕнпе кӑна савӑнтарса тĕлĕнтермерĕç пулĕ тÿресене тата куракансене. Ташлакансем - ташларĕç, юрлакансем – юрларĕç, сӑвӑ калакансем – сӑвӑ каларĕç, шÿтлекенсем-шÿтлерĕç. Чӑн-чӑн артистсем пулчĕç сцена çинче.

     Тÿресем вĕсен ĕçне мĕнле хак панине вара, Çĕнтерÿ кунĕнче пĕлĕпĕр. Пурне те çĕнтерÿçĕ пулма ӑнӑçу сунатпӑр!

Просмотров: 416 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar