MENU
Главная » 2018 » Апрель » 9 » "И. Я. Яковлев - 170" çавра сĕтел хушшинче. Анаткас Апаш ял клубĕ.
11:17
"И. Я. Яковлев - 170" çавра сĕтел хушшинче. Анаткас Апаш ял клубĕ.

    Анаткас Апаш ял клубĕнче кăçал И. Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнипе «Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр», - тенĕ халалне тĕпе хурса çавра сĕтел хушшинче Чуманкасси вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасемпе тĕл пултăмăр.

   Чăваш наци конгресĕн членĕ, Анаткас Апаш ял клубĕн ертÿçи А. В. Семенова Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн Н. Я. Бичурин, Чăваш халăхĕн çамрăксен Альпăрт Канаш ячĕллĕ премисене, Чăваш халăхĕн наукăпа искусство академийĕн Н. В. Никольский ячĕллĕ 1-мĕш степеньлĕ орденне, Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн Халăхсен туслăхĕн медальне тивĕçнĕ  «Канаш» Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕн номерĕсемпе паллаштарчĕ.

    «Канаш» - эрнере пĕрре тухса тăрать. Пĕрремĕш номерĕ 1989 çулхи раштавăн 30- мĕшĕнче тухма тытăннă. Хаçатра тухса тăракан материалсен 90% чăвашла пичетленет, уйрăм пĕлтерĕшлĕ статьясем – вырăсла.

    Хаçат тĕрлĕ материалсемпе пуян. Кашни пичетленекен номертех пирĕн чăваш халăхне çутта кăлараканне халалланă «И. Я. Яковлев – 170» материалсем малти вырăн йышăнаççĕ. Унтан «Облаçри хыпарсем», «Кун хыççăн кун», «Районсенчи хыпарсемпе» паллашрăмăр. Çавăн пекех хастар та пултаруллисем çинчен «Ырă ята тивĕçлисем», «Самана çыннисем», «Пултаруллисем» тата ытти рубрикăсенчен вуласа пĕлтĕмĕр.

    «Канаш» хаçатра ÿкерчĕксемпе сăнÿкерчĕксем илемлĕ тĕрлĕ тĕспе пичетленсе тухаççĕ. Алла тытса вулама питĕ меллĕ те интереслĕ.

Просмотров: 343 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar