MENU
Главная » 2018 » Апрель » 28 » «И.Я.Яковлева сума суса» чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв иртрĕ
16:01
«И.Я.Яковлева сума суса» чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв иртрĕ

     Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Тойкилтĕри культура çурчĕнче «И.Я.Яковлева сума суса» чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв каçне ирттертĕмĕр. Ҫак уява эпир  ӗмӗрсем хушши аталанса пынӑ чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗпе ҫывӑхрах паллашас шухӑш-ӗмӗтпе пухӑнтӑмӑр.

       Учёнӑйсем шутланӑ тӑрӑх Ҫӗр  чӑмӑрӗ ҫинче  пӗтӗмпе 7000 ытла тӗрлӗ чӗлхе. Ҫӗр чӑмӑрӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ 40 тӗрлӗ анлӑ сарӑлнӑ чӗлхепе усӑ курать.  Вӗсенчен чи анлӑ усӑ кураканнисем – китай чӗлхи, акӑлчан чӗлхи, испани чӗлхи, араб чӗлхи, вырӑс чӗлхи.  Китайла 1 миллиарда яхӑн ҫын калаҫать. Акӑлчанла  - 1 миллиард ҫурӑ ҫын. Вырӑсла  - 270 миллион ҫын.  Чӑвашла вара - пӗр миллион ытларах ҫын. Пӗр е тепӗр чӗлхепе калаҫакан халӑх шучӗ миллионран ытларах пулсан, ҫав халӑха аслӑ халӑхсен шутне кӗртеҫҫӗ. Эппин  чӑвашсем аслӑ халӑх шутне кӗреҫҫӗ теме те пултаратпӑр. Пирӗн чӑваш чӗлхи ҫак пин-пин чӗлхе хушшинче сӑваплӑ, ырӑ ятлӑ.  Чӑваш чӗлхине халӑх темиҫе ӗмӗр хушши аталантарнӑ, якатнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пуян та илемлӗ, янравлӑ та ҫепӗҫ, ырӑ та асамлӑ.

       Чӑваш ҫӗр-шывӗ! Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗр-шывӗ! Чӑнах та юррисем кӑна мӗн тӗрли ҫеҫ ҫук пулӗ чӑваш халӑхӗн. Ҫак илемлĕхе халăх умне çитерес тесе уява тĕрлĕ енлĕ пуянлатма тăрăшрăмăр.

      Культура ĕçченĕсем тăрăшнипе уяв концертне йĕркелерĕмĕр. Уява килнисене ялти юрă-ташă ăстисенчен йĕркеленĕ «Хавас» фольклор ушкăнĕн тата шкул ачисен концерчĕ тыткăнларĕ. Вĕсен программинче чăваш халăхĕн юрри-ташши, йăла-йĕрки, чăваш сăмахлăхĕ илемлĕн те çĕкленÿллĕн янăрарĕ.

      Хамăр тăрăхри сăвăç, вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ Сергеева Л.И. хăй çырнă «Эп чăваш çĕрĕнче пурăнатăп» сăввипе паллаштарчĕ.

    Тойкилтĕ ял библиотекин заведующийĕ Николаева М.А. Культура çурчĕн фойинче «Чăвашлăха упрар чĕререн» тата «И.Я.Яковлев - чăваш халăхĕн çутлăхçи» ятлă кĕнеке выставкисем йĕркелерĕ, куракансене И.Я. Яковлев кун-çулĕпе тата унăн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Уява йеркелесе ертсе пыма Тойкилтĕри чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем Евстафьева Ю.Н. тата  Петрова А.Е. пулăшрĕç.

Просмотров: 469 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar