MENU
Главная » 2018 » Апрель » 3 » Илемлĕ концертпа хавхалантарчĕç.
08:19
Илемлĕ концертпа хавхалантарчĕç.

      Москакасси культура Çуртĕнче, апрелĕн 1-мĕшĕнче (кулӑш кунĕнче), Мӑн Хураçкари культура Çуртĕнчи «Хавас» пултарулӑх ушкӑнĕ илемĕ концертпа Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансене савӑнтарчĕ. Çармӑç чиккинче пурӑнакан Мӑн Хураçка артисчĕсем концерта «Улах каçĕпе» уçрĕç. Янкӑр та уçӑ сассисемпе мĕн тери илемлĕ чӑваш юррисем шӑрантарчĕç вĕсем. Кулӑш кунĕнче култарма та, савӑнтарма та пултарчĕç залра ларакансене. Уйрӑм юрӑçсем илемлĕ чӑваш тата вырӑс юррисемпе тыткӑнларĕç, ташӑсемпе те хавхалантарчĕç. 

     Çак культура Çурчĕн ертÿçи, Вӑрманкас Хачӑк ялĕнче çуралса ÿснĕ Оксана Федорова (Кораблева) нумай çул ĕçлемест пулин те, ял халӑхĕпе пĕр чĕлхе тупса, çакӑн пек пултарулӑх ушкӑнĕ йĕркелеме пултарни пире çав тери савӑнтарчĕ Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансене.

Хуткупӑспа та, сĕрме купӑспа та шӑрантарчĕç юрӑсене артистсем. Хуткупӑс çинче вара, çак ялта чылай çул хушши шкулта ачасене музыкӑна вĕрентнĕ Нонна Орлова ӑста вылярĕ.

     Чӑваш халӑх юррисене те, эстрада юррисене те, композиторсен юррисене те шӑрантарчĕ маттур ушкӑн.

       «Маттурсем!», терĕç юлашкинчен курма килнĕ çынсем.

Просмотров: 270 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar