MENU
Главная » 2018 » Апрель » 17 » Илемлĕ концертпа хавхалантарчĕç.
17:01
Илемлĕ концертпа хавхалантарчĕç.

    Шетмĕпуç культура çурчĕ çумĕнчи пултаруллăх ушкăнĕ Шупашкаркасси клубĕнче хăнара пулчĕ. «Асамат кеперĕ» ушкӑн илемлĕ концертпа Шупашкаркасы ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансене савӑнтарчĕ. Янкӑр та уçӑ сассисемпе мĕн тери илемлĕ чӑваш юррисем шӑрантарчĕç вĕсем. Чăн-чăн уяв каçĕ парнелерĕç - култарма та, савӑнтарма та пултарчĕç залра ларакансене. Уйрӑм юрӑçсем илемлĕ чӑваш тата вырӑс юррисемпе тыткӑнларĕç, ташӑсемпе те хавхалантарчĕç. Чӑваш халӑх юррисене те, эстрада юррисене те, композиторсен юррисене те шӑрантарчĕ маттур ушкӑн.

      «Маттурсем!», терĕç юлашкинчен курма килнĕ çынсем.

Просмотров: 320 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar