MENU
Главная » 2020 » Февраль » 24 » Инди каччи - пирĕн патра хӑнара
14:45
Инди каччи - пирĕн патра хӑнара

Инди каччи - пирĕн патра хӑнара

 

Хÿтлĕх кунне халалласа, Москакасси культура Çуртĕнче, чӑваш эстрада юрӑçисем илемлĕ концертпа куракансене савӑнтарчĕç. Концерта пурте пĕлекен Инди каччи Дипендр Мани йĕркелесе пычĕ. Хÿтлĕх кунĕ ячĕпе пурне те ӑшшӑн саламласа илемлĕ юрӑпа уçрĕ концерта. Чӑваш çĕрне килнĕренпе унӑн репертуарĕ чӑваш юррисемпе самаях пуянланнӑ. Эпир пурте пĕлекен чӑваш юррисене хӑйĕн çепĕç сассипе куракансене самаях тыткӑнлама пултарчĕ. Унпа пĕрле килсе çитнĕ çамрӑк артистсем те куракансене хӑйсен илемлĕ юрри-ташшисемпе хавхалантарчĕç. Куракансем кашни юрра-ташша тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Кристинӑпа Дипендр юрласа ташланӑ Инди юрри уйрӑмах пурин кӑмӑлне те çĕклерĕ. Вĕсене чылай вӑхӑт хушши алӑ çупса саламларĕç залра ларакансем. Сергей çамрӑк юрӑç та хӑйĕн илемлĕ сассипе юрӑсене шӑрантарнӑ чух пурне те тыткӑнлама пултарчĕ. Концерт программи питех те хӑвӑрт иртсе кайрĕ. Москакассисене хавас кӑмӑллӑ уяв концерчĕ парнелерĕç артистсем. Артистсене тав туса, тулли кӑмӑлсемпе культура Çуртĕнчен саланчĕç куракансем.

 

      

Просмотров: 190 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar