MENU
Главная » 2018 » Апрель » 14 » Юнкăри культура çуртĕнче Мăнкун эрни тухнă ятпа савăнăçлă концерт иртрĕ.
15:02
Юнкăри культура çуртĕнче Мăнкун эрни тухнă ятпа савăнăçлă концерт иртрĕ.

      Ака  уйăхĕн 14-мĕшĕнче Юнкăри культура çуртĕнче Аслă Мăнкун эрни тухнă ятпа савăнăçлă  концерт иртрĕ. Концертра культура çурчĕ çумĕнчи пултаруллăх   ушкăнĕсем  хутшăнчĕç. Чи малтанах концерт «Мăнкун уявĕ» сыпăкпа пуçланчĕ.  Кунта Мăнкун уявĕ пирĕн тăрăхра мĕнле уявланине сăнласа пачĕç.

  Юрă-ташăпа тата шӳтсемпе савăнтарчĕç артистсем куракансене. Юнкă шкулĕнче вĕренекенсем те сцена çине хаваспах тухрĕç. Концерт курма килнĕ çынсене уяв питĕ килĕшрĕ.  Вĕсем сцена çинчи артистсене тăвăллăн алă çупса савăнтарчĕç.  

Просмотров: 325 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar