MENU
Главная » 2018 » Апрель » 26 » Каллех çĕнтерÿçĕсем!
15:53
Каллех çĕнтерÿçĕсем!

        Чӑваш Республикин культура Министерстви йĕркеленипе, Республика, Раççей тата тĕрлĕ халӑхсем хушшинче, çулсеренех пултарулӑх ушкӑнĕсем хушшинче тĕрлĕрен фестиваль-конкурсем туса ирттереççĕ. Çак конкурсене Москакасси культура Çуртĕнчи пултарулӑх ушкӑнĕсем яланах хутшӑнма тӑрӑшаççĕ. Кӑçал та темиçе конкурса хутшӑнса тивĕçлĕ çĕнтерÿçĕсем пулса таврӑнчĕç артистсем. Акӑ, апрелĕн 26-мĕшĕнче, Раççей шайĕнче ирттернĕ «Урмай зелиде» фестиваль - конкурса «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн  ташӑçисем хутшӑнса - II степенлĕ, искусствӑ шкулне çÿрекен çамрӑксем вара-I степенлĕ лауреатсем пулса таврӑнчĕç. Маттурсем тесе калас килет çак çамрӑк хĕрсемпе каччӑсене. Паллах, çак çĕнтерÿ ахаль пулмасть. Çак çĕнтерĕве тума ташлама вĕрентекен И.В.Петрова сахал мар вӑй хурать. Тирпейлĕ те илемлĕ ташлаттарма, самаях тӑрӑшать. Çакна тума чунне парсах ĕçлет пултаруллӑ ертÿçĕ.

       Чунтан саламлатпӑр çамрӑк артистсене! Умра каллех конкурсем. Унтан та вĕсене çĕнтерÿпе таврӑнма ӑнӑçу сунатпӑр!

Просмотров: 302 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar