MENU
Главная » 2020 » Февраль » 11 » Хаваслӑ юрӑ-кĕвĕ - пурне те тыткӑнларĕç
15:22
Хаваслӑ юрӑ-кĕвĕ - пурне те тыткӑнларĕç

Хаваслӑ юрӑ-кĕвĕ - пурне те тыткӑнларĕç

 

Раççĕй Федераци президенчĕ В.В.Путин хушӑвĕпе кӑçалхи çула Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ 75 çул çитнине халалласа, Асӑну тата Мухтав çулталӑкĕ, Чӑваш Республикин пуçлӑхĕ М.В.Игнатьев хушӑвĕпе Чӑваш Автономийĕ 100 çул тултарнине ирттерме палӑрнӑ. Шӑпах ĕнтĕ çак паллӑ кунсене халалласа Муркаш районĕнче «Чечеклен, юратнӑ Мркаш ен!» фестиваль – конкурса ирттерме палӑртнӑ.

Москакасси культура Çуртĕнче те февралĕн 10-мĕшĕнче çак пулӑмлӑ кунсене халалласа «Чечеклен, юратнӑ Мркаш ен!» фестиваль – конкурса туса ирттерчĕç.

  Çак конкурса Москакасси ял тӑрӑхĕнчи икĕ культура Çуртĕнчи йĕркеленнĕ 4 пултарулӑх ушкӑнĕ тата Катькасри «Сывлӑмпи» ача-пӑча фольклор ушкӑнĕ хутшӑнчĕç. Вĕсене хак паракансем Муркашри Централизациленнĕ клуб системинче вӑй хуракансем пулчĕç: Юрий Жуков тата Сергей Каликов - Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, Александр Семенов тата ВераТерентьева.

Куракансем умне малтанах Катькасри «Сывлӑмпи» ача-пӑча фольклор ушкӑнĕ тухса «Нимене» чӑваш халӑх йӑли-йĕркине тĕлĕнмелле илемлĕн кӑтартса пачĕ. Яраккассси ялĕнче пурӑнакан Вениамин Голубев асатте, ача чухнех хӑйĕн куккӑшĕ каласа панине ӑша хурса, хӑй çырса кĕвĕленĕ юрра питĕ ӑсста, чуна кĕрсе вырнаçмалла юрласа пачĕ. «Сывлӑмпи» ушкӑн вӑйсем те вылярĕç, юрласа та, такмакласа ташласа та пачĕç. Куракансем вĕсене куç хупмасӑр пӑхса ларса, тӑвӑллӑн алӑ çупса «Маттурсем!» тесе кӑшкӑрчĕç. Çак ушкӑнӑн ертÿçисем Надежда Кондукторова - Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата Алина Данилова.

Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче нумаях пулмасть йĕркеленнĕ «Пĕчĕк çӑлтӑр» ушкӑн та хӑйĕн пултарулӑхĕпе куракансене савӑнтарчĕ. Ку ушкӑнра 4 çултан пуçласа 15 çулти ачасем пулчĕç. Вĕсем «Суперпапа» юрӑпа пурне те хавхалантарчĕç.  «Край родной» юрра Аня Столярова, Ирина Чубарова тата Дарья Чермакова илемлĕн те çепĕççĕн шӑрантарчĕç. Арсений Тимофеев «Защитники Отечества юрра чӑн-чӑн салтак пек юрларĕ. Катя Феоктистовапа Вика Дегтярева Инди çамрӑкĕсен ташшипе залра ларакансене тыткӑнларĕç. Çак ушкӑнӑн ертÿçи Дарья Чеермакова пулчĕ.

Çак фестиваль-конкурса кӑçал та тĕплĕн хатĕрленчĕç культура ĕçченĕсем. Вĕсем ал-ĕç ӑстисен куравне йĕркелерĕç. Çак курава йĕркеленĕ çĕрте Москакасси ялĕнче Зеленая урамра пурӑнакансем Валентина Волковапа Елизавета Алексеева тата Уйкас Хачӑк ялĕнче пурӑнакан Анна Брагина ÿнерçĕ пысӑк пулӑшу пачĕç. Çавӑн пекех Рикакасси клубне пысӑк пулӑшу парса тӑракансене Венера Акимовапа Галина Короленкӑна та асӑнса хӑварчĕç çак савӑнӑçлӑ уявра. Венера Акимова клуба валли тĕрлĕрен музыка инструменчĕсем туянса пани, çав тери пысӑк пулӑшу пулчĕ çак клуба çÿрекен артистсемшĕн. Галина Короленко та тĕрлĕ уявсенче спонсорла пулӑшу парса тӑрать. Çак маттрур та пултаруллӑ хĕрарӑмсене Москакасси ял тӑрӑхĕ ячĕпе тав çырӑвĕ тата культура Çурчĕ ячĕпе парнесем парса чыс турĕç.

Черетлĕ «Шураппа» фольклор пултарулӑх ушкӑнĕ те кӑçал хӑйне çÿллĕ шайра тытма тӑрӑшрĕ. Софья Ершова ертсе пыракан пурне те çывхарса килекен Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ 75 çул, Чӑваш автономийĕ 100 çул тултарнӑ ятпа ӑшшӑн саламларĕ, концерт программине тивĕçлĕ шайра ертсе пычĕ. Концерт программинче чӑваш халӑх юррисем те хальхи композиторсен юррисем те çепĕççĕн шӑранчĕç. Валентина Волкова «Солдаты мира» сӑвва пурин чунне те хумхантармалла вуларĕ. Пултарулӑх ертÿçи Надежда Кондукторова пулчĕ.

Черетлĕ тухакан пултарулӑх ушкӑнне те ырӑпа асӑнса хӑвармасӑр май çук. Çак ушкӑн нумаях пулмасть йĕркеленнĕ пулин те, таврара палӑрма йĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Иртнĕ çул тĕп хулара, Шупашкарта пулса, куракансене савӑнтарса тав сӑмахĕсене тивĕçнĕ   ушкӑн.  «Туслӑх» пултарулӑх ушкӑнĕн   программи те анлӑ та илемлĕ пулчĕ. Галина Короленко «Шурӑ чечек» юрра питех те çепĕççĕн юрларĕ, Венера Акимовапа Людмила Абросеева «Алеша» юрӑпа залра ларакансене тыткӑнларĕç. Никитӑпа Ирина Малиновсем «Она несла ребенка на груди» сӑвва та хумханмалла вуларĕç. «Туслӑх» ушкӑн çавӑн пекех чӑвашла та вырӑсла юрӑсемпе куракансене юрласа та ташласа савӑнтарчĕç. Çак ушкӑнӑн пултарулӑх ертÿçи каллех Надежда Кондукторова, концерта ертсе пыраканĕ Венера Акимова пулчĕ.

Фестиваль программине «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ «Тӑванӑм тӑван» юрӑпа ташӑ сюитипе малалла тӑсрĕ. Концерт программи анлӑ та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Концерта Прасковья Лебедева питех те ӑста ертсе пычĕ.  Чӑваш тата вырӑс юрӑпа ташӑ сюитисем пурин чунне те çĕклемеллипех çĕклерĕç. Мĕн тĕрлĕ юрласа ташласа кӑтартмарĕ пулĕ ушкӑн. Арçынсен ушкӑнĕ «Ан авӑт куккук» юрра тĕлĕнмелле илемлĕн шӑрантарчĕç. Ташӑ ушкӑнĕ чӑваш.вырӑс, казахсен илемлĕ ташӑсемпе савӑнтарма пултарчĕ. Мĕн тĕрлĕ çĕнĕрен çĕлетнĕ илемлĕ çипуçсене пӑхса тĕлĕнмерĕç пулĕ куракансем. Ирина Кораблева хӑй çырнӑ юррисене шӑрантарчĕ, ташӑ ушкӑнĕ ӑна илемлĕ ташӑсемпе пулӑшса пычĕ. Аслӑ Çĕнтерÿ кунне халалласа Раиса Олангина «На побывку едет», Галина Голубева «Огонек» юрӑсемпе, ташӑ ушкӑнĕ «Синий платочек» тата «Матросский ташӑсемпе залра ларакансене саламларĕç. Вера Макаровапа Дарья Чермакова «Сердце земли моей», Сергей Николаевпа Раиса Олангина «Пĕр саншӑн çеç» юрӑсемпе куракансене тыткӑнларĕç. Мария Кораблева «Ан авӑт куккук», Вера Макарова «Ивушка», Сергей Николаев «Йӑмрасем» тата Радимир Семенов «Шырамастӑп эпĕ çӑлтӑр тÿпере» юрӑсене илемлĕн шӑрантарса пурин кӑмӑлне те çĕклерĕç.

Юлашкинчен «Шупашкар çутисем» юрӑпа ташӑ сюитипе концерта мӑнаçлӑн вĕçлерĕ «Шуçӑм» халӑх юбрӑпа ташӑ ушкӑнĕ.

Чӑннипех те мӑнаçланмалӑх та мухтанмалӑх пур çак пултарулӑх ушкӑнĕпе. Çак ушкӑна нумай çул хушши çак маттур та пултаруллӑ ертÿçĕсем ертсе пыраççĕ: Ирина Петровапа Сергей Николаев ташлама вĕрентекенсем, Радимир Семеновпа Дарья Чермакова пултарулӑх ертÿçисем. Вĕсем вĕрентсе пынипе çак ушкӑна çÿрекен артистсем мĕн чухлĕ юрлама - ташлама вĕренмеççĕ пулĕ. Çак ушкӑн артисчĕсем те çав тери маттурсем! Вĕсем пулмасан, тӑрӑшмасан, çакӑн пек илемлĕ концерт прграммисемпе сцена çине тухма та май çук. Тавах вĕсене пурне те!

 

 

Просмотров: 297 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar