MENU
Главная » 2018 » Апрель » 18 » Хуткупӑс - чун уççи.
12:59
Хуткупӑс - чун уççи.

    Асатте-асанне, атте-анне каланӑ тӑрӑх, мĕн ĕлĕкрен, каçсерен урам хушшинче хуткупӑс сасси янӑраса кайсан, çамрӑксем вӑйӑ картине васканӑ. Пĕр хуткупӑс кӑна мар кашни урамран, кÿршĕ ялсенчен хуткупӑсçӑсем пĕрле пухӑнса, ӑмӑртмалла кĕвĕсем шӑрантарнӑ, чӑваш ташшине пĕри тепринчен лайӑхрах ташлама тӑрӑшнӑ. Мĕн чухлĕ çамрӑк хĕрсемпе каччӑсем çак савӑнӑçлӑ каçсенче пĕр-пĕринпе паллашса, çемье çавӑрман пулĕ.

   Çулсем кайнӑ çемĕн, çак илемлĕ хуткупӑс сасси, ял хушшинче пачах та янӑрама пӑрахрĕ. Культура Çурчĕсенче кӑна сайра илтме пулать. Пур культура Çуртĕнче ятарлӑ пĕлÿ илнĕ хуткупӑсçӑсем çук çавӑ. Кашни культура ĕçченĕ пултарулӑх ушкӑнне йĕркелес тесе, ялта хӑйсем тĕллĕн вĕреннĕ хуткупӑсçӑсене сцена çине кӑларма тӑрӑшать. Çак йывӑр лава хальхи çамрӑксем, алла илессишĕн питех тӑрӑшмаççĕ çав, компьюторпа темĕн те итлеме пулать-çке.  

   Муркашри искусство шкулĕнче эпĕ 5-мĕш çул ачасене баян çинче выляма вĕрентсе пыратӑп. Манӑн тĕп тĕллев, çак ачасене вĕрентсе кӑларсан, малалла Шупашкарти музыка училищине вĕренме ярасси. Паянхи кун Республикӑра та баян тата хуткупӑс çинче выляма вĕренекенсем çав тери сахал. Пурте пурнӑçа çӑмӑллӑн пурӑнса ирттересшĕн пек туйӑнать. Чӑн-чӑн баянист пулас тесен, мĕн чул тар тӑкмалла, пĕр произведени вĕренес тесен, çĕрĕ-çĕрĕпе баян çинче вылямалла-çке.

   Çав хушӑрах эпĕ Москакасси культура Çуртĕнче «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑннĕнче пултарулӑх ертÿçи пулса ĕçлетĕп. Кунта эпир Н.Кондукторовапа, артистсене баянсем çинче выляса, хавхалантарса пыратпӑр. Ку ушкӑнра 7 çул хушши вӑй хуратӑп, ушкӑнпа пĕр çемьери пек туслӑн пурӑнатпӑр. Мĕн чухлĕ юрӑ вĕренмерĕмĕр пулĕ çак çулсем хушшинче. Халӑх умне тухиччен, юрӑсене тĕрĕс юрлаттарма тата баян çинче йӑнӑшмасӑр выляма сахал мар тӑрӑшмалла. Çаксене тĕрĕс туса пыма чунтанах тӑрӑшатпӑр эпир баянистсем. Концерт программине тивĕçлĕ шайра туса çитерсен, хамӑр районти тата кÿршĕ районсенчи культура Çурчĕсенче хамӑр пултарулӑхпа паллаштаратпӑр. Куракансем пирĕн пултарулӑха тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнаççĕ пулсан, эпир ĕçлени ахаль пулман пек туйӑнать.

   Хамӑр ума лартнӑ задачӑсене эпир тивĕçлипех туса пыма тӑрӑшатпӑр. Ăçта кӑна пулса курмарӑмӑр пулĕ хамӑр концертсемпе, пур çĕрте те ӑшшӑн кĕтсе илсе, ӑшшӑн ӑсатаççĕ пирĕн ушкӑна. Апла пулсан, эпир чӑннипех те халӑхшӑн ĕçлетпĕр, вĕсене тивĕçлĕ кану каçĕсем туса парассишĕн вӑй хуратпӑр. Вĕсем алӑ çупнипе эпир кӑмӑлсене уçатпӑр, малалла тӑрӑшса ĕçлеме вӑй-хал илетпĕр. Хуткупӑс сасси янӑранине тата пултарулӑх ушкӑнĕсен юрри-ташшисене курас текенсем паянхи кун сахалах мар.

   Çавӑнпах ĕнтĕ, хамӑрӑн ертÿçĕпе, Галина Голубевӑпа канашласа, Москакасси культура Çуртĕнче «Выля хуткупс, янӑра такмак!» ятпа хамӑр тӑрӑхри тата кÿршĕ районсенчи хуткупӑсçӑсем хушшинче 1-мĕш фестиваль-конкурс туса ирттерме шутларӑмӑр.

    Апрелĕн 17-мĕшĕнче культура Çуртне курма килекенсем те конкурса хутшӑнакансем те чылайӑн пуçтарӑнчĕç. Залра çурхи кунсем çитнине палӑртса, илемлĕ кĕвĕ янӑраса тӑчĕ, кайӑксем юрра шӑратни чуна çĕклерĕ. Сцена уçӑлсан, илемлĕ чӑаш кĕввипе, çамрӑксем чӑваш ташшине парнелерĕç.

    Фестивале Галина Голубева ертсе пычĕ. Пурне те уяв ячĕпе саламласа, конкурса килнĕ хуткупӑçӑсене сцена çине йыхравларĕ. Зал витĕр, харӑссӑн чӑваш кĕввине шӑрантарса, 10 хуткупӑсçӑ тата 2 балалайка ӑстисем пĕрин хыççӑн тепри сцена çине улӑхрĕç. Залра ларакансем вĕсене тӑвӑллӑн алӑ çупса кĕтсе илчĕç.

    Ертсе пыракан малтан конкурсантсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.  Конкурса Юнгӑри культура Çуртĕнчен - иккĕн, Муркаш салинчен – иккĕн, Сыпайри кульура Çуртĕнчен – иккĕн, Мӑн Сĕнтĕрти культура Çуртĕнчен - виççĕн, Москакасси культура Çуртĕнчен – виççĕн тата Çĕмĕрле районĕнчен пĕр каччӑ хутшӑнчĕç, çавӑн пекех вĕсене пулӑшса пыракан юлташĕсем пулчĕç.

    Конкурс çав тери хĕрÿ иртрĕ. Мĕнле кӑна кĕвĕ шӑрантармарĕç пулĕ, юррисене хуткупӑспа выляса çав тери çепĕççĕн юрларĕç. Залра ларакансем вара, артистсене хавхалантармаллипех хавхалантарчĕç. Тӑвӑллӑн алӑсене çапнисĕр пуçне, ташласа тапӑртаттарса кӑна тӑчĕç Курма килнисем тата артистсене парнесем те парса хавхалантарчĕç. Чӑннипех те, пысӑк уяв пулчĕ çак каç. Тÿрере ларакансене вĕсен пултарулӑхне хак пама питех те йывӑр пулчĕ, конкурсантсем пурте маттур пулчĕç.

     Конкурс вĕçленсен, тÿрере ларакансем пĕлтĕмлетÿ тума кайсан, сцена çинче концерт малалла тӑсӑлчĕ. Залра ларакансене В.Голубев, С.Николаев, В.Сергеев, Г.Вастрюкова, Н.Егоров тата ытти артистсем те илемлĕ юрӑсемпе  хавхалантарса ташлаттарчĕç.

Пĕтĕмлетÿ тунӑ хыççӑн çакӑ паллӑ пулчĕ. Çак фестиваль-конкурсра пурте çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Вĕсене Москакасси ял тӑрӑхĕ ячĕпе тав çырӑвĕсем тата асӑнмалӑх парнесем парса чыс турĕç.

    «Килес çул II мĕш фестиваль-конкурса Республика шайĕнче ирттерĕпĕр»,- тесе пĕлтерчĕ культура Çурчĕ ертÿçи - Г.Голубева. 

Тепĕр хутччен залра хуткупӑс сасси янӑраса кайрĕ. Конкурсантсем пурте чуна уçмалла чӑваш такмакĕ каласа, пурне те ташлаттарчĕç. Алӑ çупакансем алӑ çупрĕç, ташлакансем ура хуçса ташаларĕç. Питех те илемлĕн иртсе кайрĕ çак уяв. Апла пулсан, эпир, культура ĕçченĕсем тӑрӑшни, ахаль пулмарĕ. Пуриншĕн те асра юлчĕ «Выля хуткупӑс, янӑра такмак!» Москакасси ял тӑрӑхĕнче ирттернĕ I фестиваль-конкурс. Малашне те çакӑн пек илемлĕ уявсем ирттерме тарӑшӑпӑр – эпир, культура ĕçченĕсем.

     «Килес çул татах килĕпĕр çак уява»,- терĕç конкурса килнĕ хуткупӑсçӑсем хавхаланса.

    Çакӑн пек конкурсем халӑха пĕрлештерсе тӑраççĕ, килĕштерсе пурӑнма хавхалантараççĕ. Хуткупӑс сасси нихӑçан та ан çухалтӑрччĕ. Юрӑ-ташӑпа, илемлĕ кĕвĕпе яланах куракансене савӑнтарасчĕ.

Просмотров: 329 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar