MENU
Главная » 2018 » Апрель » 3 » Килтĕш ял халӑхне хавхалантарчĕç.
08:12
Килтĕш ял халӑхне хавхалантарчĕç.

         Фоторепортаж

     Эчкерен çӑлтӑрĕсем» эстрада артисчĕсем пуш уйӑхĕн 30-мĕшĕнче черетлĕ концертпа Етĕрне районĕнчи Килтĕш культура Çуртĕнче пулса килчĕç. Куракансем яланхи пекех сахаллӑн пулчĕç. Асӑннӑ вӑхӑтра артистсем пĕрин хыççӑн тепри сцена çине тухса, илемлĕ юрӑсем шӑрантарчĕç, ташӑсемпе савӑнтарчĕç, шÿтсемпе култарчĕç. Залра ларакансем кашни артистах тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç куракансем.

       Концерт вĕçленсен, культура Çурчĕн ертÿçи В.Андреева, пĕтĕм ял халӑхĕ ячĕпе, артистсене чĕререн тав туса, ӑшшӑн саламларĕ. «Кун пек чĕрĕ сасӑпа чĕрене кĕрсе вырнаçмалла юрӑсем илтменччĕ-ха»,-терĕ. «Нимĕнле Шупашкар артисчĕ те кирлĕ мар»,- терĕ концертран тухса каякан ял халӑхĕ. Татах илемлĕ концертсемпе килсе савӑнтарма ыйтрĕç Килтĕшсем.

   Тулли кӑмӑлсемпе савӑнса таврӑнчĕç Килтĕш ялĕнче пурӑнакан савӑнтарса хӑварма пултарнишĕн артистсем.

Просмотров: 379 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar