MENU
Главная » 2018 » Апрель » 12 » Лауреатсем пулса таврӑнчĕç.
10:44
Лауреатсем пулса таврӑнчĕç.

      Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан çамрӑксем спорт секцийĕсене кӑна мар тата тĕрлĕ-тĕрлĕ кружоксене çÿреме юратнипе палӑраççĕ. Уйрӑмах çамрӑксем ташлама çав тери юратаççĕ. Вĕсен юратӑвĕ, апрелĕн 11-мĕшĕнче, Шупашкарта ирттернĕ фестиваль-конкурсран пысӑк çĕнтерÿпе таврӑнни куç - кĕрет пулчĕ.

       Республика ша к фестиваль-конкурса Республикӑри тĕрлĕ кĕтесĕнчи пултарулӑх ушкӑнĕсем те хутшӑнма кӑмӑл турĕç, çав хушӑрах Москакасси культура Çуртĕнчи çамрӑксем те пулчĕç. Конкурс питех те хĕрÿ иртрĕ. Тĕрлĕ номинацисемпе иртрĕ конкурс. Эстрада ташшисемпе пирĕн «Шуçӑм» ушкӑнĕнчи çамрӑксем икĕ II степенлĕ лауреатсем пулса тӑчĕç. Çав хушӑра: хĕрсен ушкӑнĕ «Хип хоп» тата Мария Петрова «Первая любовь» ташшисемпе çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

     Паллах, çак çĕнтерÿсем, ахаль пулмаççĕ. Çамрӑксене ташлама вĕрентес ĕçре, нумай çул хушши вӑй хуракан, И.В.Петрован тÿпи çав тери пысӑк. Ку паллах, пире, Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансене çав тери савӑнтарать.

     Эпир, культура ĕçченĕсем, И.Петрована тата çамрӑксене малашне те пысӑк çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунатпӑр.

Просмотров: 299 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar