MENU
Главная » 2018 » Апрель » 12 » Мӑнкун парни -Çармӑçкассене.
10:40
Мӑнкун парни -Çармӑçкассене.

        Мӑнкун эрнинче, апрелĕн 11-мĕшĕнче, «Эчкерен çӑлтӑрĕсем» эстрада ушкӑнĕ Çармӑçкасси ялĕнчи халӑха хӑйĕн илемлĕ концерчĕпе савӑнтарса, хавхалантарса килчĕ. Çак ушкӑна кунта пурӑнакансем çав тери кӑмӑллӑн кĕтсе илчĕç.

     Ертсе пыракан, П.Лебедева, чӑн малтанах залра ларакансене мӑнкун, çурхи уяв ячĕпе ӑшшӑн саламларĕ. Раççей шайĕнче ирттернĕ «Кĕмĕл сасӑ-2018» фестиваль-конурсӑн çĕнтерÿçине, Е.Тимофеева сцена çине йыхравларĕ. Концерт программине «Çуркунне» юрӑпа уçрĕ ӑста юрӑç. Куракансем, хӑйсене çурхи уяв юррипе саламланӑшӑн,тӑвӑллӑн алӑçупса хавхалантарчĕç.

      Мĕн чухлĕ илемлĕ чӑваш, вырӑс юррисем шӑрантарчĕç артистсем. Алӑ тупанĕ ыратакан пуличченех 2 сехете яхӑн çапрĕç аллисене Çармӑçкассисем.

    Мĕн чухлĕ шÿтсемпе савӑнтармарĕç пулĕ куракансене. Л.Ванюшкина, «Пульницара» сценкӑри тĕп ролĕнче, халӑха култармаллипех култарчĕ.

    Р. Семенов, С.Николаев, В.Голубев юрӑçсене те тӑвӑллӑн алӑçупса йышӑнчĕç курмакилнисем.

     П. Лебедева концерта тивĕçлĕ шайра ертсе пычĕ. Куракансен кӑмӑлĕсене артистсем çĕклемеллипех çĕклерĕç. Концерт вĕçленсен те чылай хушӑалӑçупса саламларĕç Москакасси артисчĕсене.

        Концерт вĕçленсен, сцена çине çак ялта пурӑнакан В.Краснова улӑхрĕ. Вӑл пĕтĕм ял халӑхĕ ячĕпе артистсене чунтан тав турĕ. Çакӑн пек илемлĕ концертпа кӑмӑлсене çĕкленĕшĕн, çурхи хавас кӑмӑл парнеленĕшĕн ӑшшӑн саламларĕ. "Шупашкар  артисчĕсенчен нимĕнпе те уйӑрӑлса тӑмастӑр»,-терĕ юлашкинчен.

        Паллах, артистсене кĕрекене лартса, мӑнкун çӑмартине астивсе пӑхмасӑр кӑларса ямарĕç çак ялта пурӑнакансем.

     Ăшшӑн ӑсатса ячĕç пĕр çемьери пек пурӑнакан ял çыннисем. Малалла та халӑха савӑнтарма, тулли кӑмӑл парнелерĕç артиссене Çармӑçкассисем.

         Тавах вĕсене пурне те, пире ӑшшӑн кĕтсе илсе ӑсатса янишĕн!

Просмотров: 279 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar