MENU
Главная » 2018 » Апрель » 14 » Москакассисем «Юратсан, юрлас килет!» конкурса хутшӑнчĕç.
10:54
Москакассисем «Юратсан, юрлас килет!» конкурса хутшӑнчĕç.

    Район шайĕнче эстрада юррине кӑмӑллакансем хушшинче иртекен фестиваль-конкурс пулассине пĕлсен, эпир Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансем, çак конкурса хутшӑнма хаваспах килĕшрĕмĕр. Москакасси вӑтам шкулĕнчен, А.Макаров тӑрӑшнипе, икĕ конкурсантка тата культура Çуртĕнчен - 3 конкурсант тата пĕр дуэт хутшӑнма пултартӑмӑр. Иртнĕ эрнере, апрелĕн 13-мĕшĕнче, Муркашри культура Çуртне юрра-ташша кӑмӑллакансем самаях пуçтарӑнчĕç.

      Конкурса ачасенчен пуçласа аслисем таранах хутшӑнчĕç. Кунта уйрӑм юрӑçсем те, икшерĕн, виçшерĕн тата ушкӑнпа юрлакансем те - 50 çын ытла пулчĕ. Тÿрере ларакансене çакӑн чухлĕ конкурсант хушшинче çĕнтерÿçĕсене палӑртма çӑмӑлах пулмарĕ. Çапах та чи маттуррисене, тĕрлĕ номинаци  çĕнтерÿçисене, тивĕçлĕ хак пама пултарчĕç.

      Москакасси вӑтам шкулĕнче вĕренекенсенчен:

- Женя Рыжкова – II степенлĕ лауреат;

- Ирина Афанасьева – диплома тивĕçрĕ.

      Мокакасси культура Çуртĕнчи «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне çÿрекенсем:

- Е.Тимофеев – I степенлĕ лауреат;

- С.Николаев - II степенлĕ лауреат;

- К.Бирюкова – I степенлĕ лауреат;

- Даша тата Вера Макаровсем (дуэт) – Iстепенлĕ лауреатсем пулса тӑчĕç.

     Москакасси тӑрӑхĕнче юрлама юратакансем чӑннипех те сахал мар, вĕсене маттурсем тесе калас килет. Пурте тивĕçлĕ шайри лауреатсем пулса тӑчĕç çак конкурсра. Эпир те вĕсемпе чунтанах мухтанатпӑр. Малашне те ӑнӑçу сунатпӑр вĕсене! Маттурсем!

 

Просмотров: 317 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar